Хусанти Туслăх Çуртӗнче Фарид Мухаметшин СВОра пуç хунисен ачисемпе тӗл пулчӗ
Наципе культура пӗрлешӗвӗсем «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци йӗркелесе ашшӗсӗр юлнă тăлăхсене шкула кирлӗ хатӗрсем парнелерӗç. ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗ асăннă акцие хăйсен «Поддержим СВОих героев» социаллă проекчӗ хӳттинче ирттернине палăртса хăвармалла. Туслăх Çуртӗнчи мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăнчӗ.
Хусанти Туслăх Çуртӗнче Ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисен çемйисене пуçтарасси вăл пуçланнăранпах йăлана кӗнӗ. Ку эрнере акă августăн 27-мӗшӗнче вӗсене вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн черетлӗ хут пуçтарчӗç. Наципе культура пӗрлешӗвӗсем «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци йӗркелесе ашшӗсӗр юлнă тăлăхсене шкула кирлӗ хатӗрсем парнелерӗç.
ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗ асăннă акцие хăйсен «Поддержим СВОих героев» социаллă проекчӗ хӳттинче ирттернине палăртса хăвармалла.
Туслăх Çуртӗнчи мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хутшăнчӗ. Вăл çӗршыври тăнăçлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллемесӗр панă салтаксен ачисемпе тӗл пулчӗ.
Ачасене Туслăх Çурчӗн сотрудникӗсем хапăл туса кӗтсе илчӗç. Вӗсем валли концерт та, тӗрлӗ мастер-классем те йӗркеленӗ. Аслисем ку вăхăтра маскировка сеткисене çыхма хăнăхрӗç. Çӗршыв хӳтӗлевçисем патне çыру та çырса хăварчӗç ачасем, вӗсене наципе культура автономийӗсем пухса панă гуманитари посылкисем ăшне хурса яраççӗ. «Ырă сывлăхпа тата Çӗнтерӳпе таврăнмалла пултăр!» тесе çырнă кашни конверт çине.
Çак ачасем çӗршыври тăнăçлăха мӗнле хакпа кӗрешсе илнине пуринчен ытларах пӗлеççӗ, ăнланаççӗ. Мӗншӗн тесен мирлӗ пурнăçшăн вӗсен ашшӗсем пуç хунă.
Наципе культура автономийӗсем пӗрле пуçтарăнса шкула кайма кирлӗ хатӗрсем пурӗ 40 комплект тата «Детский мир» лавккан карттисемпе пылак парнесем туяннă.
Фарид Мухаметшин хăй сăмахӗнче ку акци питӗ те пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Çӗршыва хӳтӗлеме вăхăт çитсен тутарстансем СВОна пуçтарăнса кайрӗç, чыслă пурнăçлаççӗ вӗсем хăйсен çар тивӗçне. Пирӗн тивӗç — хамăрăн кӗрешӳçӗсемпе вӗсен çемйисене тӗрев парасси. Республикăра туслăхра, килӗшӳре пурăнакан 175 тӗрлӗ халăх Тутарстан аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Ассамблейăпа Туслăх Çурчӗ ятарлă çар операцине хутшăннă атьсене, СВОра пуç хунисен çемйисене пулăшассипе пысăк ӗçсем туса пыраççӗ. Армян, чечен, таджик, азербайджан, вьетнам, удмурт, мордва тата ытти наципе культура автономийӗсем, Индипе Тутарстанăн ӗçлӗ çыхăнăвӗсене аталантарассипе центрӗ тивӗçтерчӗç ачасене парнесемпе. Ку ачасемшӗн çак тимлӗхпе пулăшу питӗ кирлӗ. Вӗсен ашшӗсем Тăван Çӗршыва хӳтӗлесе вилнӗ», — терӗ Ассамблея Председателӗ.
Фарид Мухаметшин Тутарстан Донбасăн шефа илнӗ икӗ хулине — Лисичанскпа Рубежнойне тăтăш пулăшса тăнине те асăнса хăварчӗ. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн апат-çимӗç, эмелсем, ытти кирлӗ тавар ăсатнисӗр пуçне шкул япалисене те хатӗрлесе янă. Ун сăмахӗпе, çак акцисен воспитани пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк. «Ачасемпе çамрăксене Тăван çӗршыва юратакан патриотсем туса çитӗнтерни чи кирли. Аслисем пур вăйран тăрăшнине курса тăни, çак ӗçсене хăйсем те хутшăнни вӗсенче мăнаçлăх туйăмне çуратать. Ку халăх пӗрлӗхӗшӗн питӗ те кирлӗ япала», — пӗтӗмлетрӗ шухăшне парламент пуçлăхӗ.
Сăмах май, «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци республикăра ТР Раисӗн пуçарăвӗпе 2007 çултанпа пурнăçланса пырать. 2007-2022 çулсен хушшинче 366,4 миллион тенкӗлӗх пурӗ 246 532 пӗрремӗш класа каякана пулăшу панă. Паллă ӗнтӗ, ку ачасем йывăр пурăнакан çемьесенчен. 2024-2025 вӗренӳ çулӗнче пӗрремӗшне каякан 7714 ачана тата 2 — 11 классенче вӗренекен 30 218 ачана шкула пуçтарăнма пулăшма палăртнă.
Ирина ГОРДЕЕВА.
В. Васильев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев