Хусанти Туслăх Çуртӗнче Константин Малышевăн кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ
Хăтлав питӗ те ырă лару-тăрура иртрӗ. Константин Малышев кӗнеке çырас ӗçе мӗнле пуçăнни, кам хавхалантарни, малашнехи плансем çинчен кăсăклă каласа пачӗ, калаври хăш-пӗр пулăмсене асăнчӗ. «Кӗнекене пандеми вăхăтӗнче çырма пуçларăм. Çынсене ВКонтактери хамăн калав йышши постсем килӗшнине асăрхарăм та шухăш тата та вăйланчӗ».
Паян Хусанти Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн пӗрремӗш çумӗн Константин Анатольевич Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ.
Мероприятие «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Тутарстанри Чăваш писательсен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова, Чӑваш наципе культура автономийӗн хисеплӗ пайташӗ, нумай çулсем «КамАЗ» ПАОра пысăк должноçсенче ӗçленӗ Анатолий Самаренкин, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, пултаруллă писатель, поэт Евгений Турхан, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрăмӗн директорӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Николаевна Чаркина, тата ытти хӑнасем хутшăнчӗç.
Хăтлав питӗ те ырă лару-тăрура иртрӗ. Константин Малышев кӗнеке çырас ӗçе мӗнле пуçăнни, кам хавхалантарни, малашнехи плансем çинчен кăсăклă каласа пачӗ, калаври хăш-пӗр пулăмсене асăнчӗ. «Кӗнекене пандеми вăхăтӗнче çырма пуçларăм. Çынсене ВКонтактери хамăн калав йышши постсем килӗшнине асăрхарăм та шухăш тата та вăйланчӗ. Чăваш кӗнеке издательствине Ирина Трифонован тин тухнă кӗнекине илме кайсан хам çырнисене унта ӗçлекенсене — илемлӗ литература пайӗн редакторне Ольга Федоровăна парса хăвартăм. Килӗшнӗ вӗсене те ман калавсем. Тата çырма ыйтрӗç. Çапла çуралчӗ ку кӗнеке. Ман Голсуорси пек кӗске новеллăсем çырма туртăм пур. Тӳрех калап, роман çырма шухăш çук. Голсуорсирен те ытларах Василий Шукшинăн ял çыннисем çинчен калавӗсем килӗшеççӗ. Ку мана питӗ çывăх», — терӗ Константин Анатольевич.
Хăтлавра мероприятие ертсе пыракан Юлия Еремеева кӗнекене хакласа рецензи çырнă паллă çыравçăн, поэтессăн Валентина Тараватăн, нумай çулсем Ульяновск хулинче тухса тăракан «Канаш» редакторӗнче ӗçленӗ, писателӗн, журналистăн Николай Ларионовăн, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнчи П. Хусанкай ячӗллӗ музей ертӳçин Олег Мурзинăн çырнин сыпăкӗсене вуласа пачӗç.
Константин Малышев вулакансен ыйтӑвӗсене те хуравларӗ. Хут е электронлӑ кӗнеке вуласси пирки, автор кӗнекине тӗпе хурса кино ӳкересси, çыравçăн тата ытти енӗпе çыхăннă япаласем интереслентерчӗç вулакансене.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев