Çырчаллинче общежитире пурăнакан 66-ри арçын хваттер илме пухнă укçисӗр юлнă кăна мар, темиçе миллион тенке парăма та кӗнӗ.
Палламан çынсем пӗлтӗр март уйăхӗнче шăнкăравласа биржăра выляса пурлăхне ӳстерме сӗнсен арçын шухăшласа тăмасăрах мӗн хушнине туса пынă. Çапла майпа вăл пухăннă хăйӗн укçине, тăванӗсемпе банка кивçене кӗрсе 5 миллион тенке яхăн укçаран пӗр пайне Анат Камăри аэропорта Мускавран килнӗ курьертан парса янă, теприне банк урлă куçарнă. «Брокерсем» мӗнле тупăннă, çавăн пекех хăвăрт çухалнă хыççăн тин хăйне улталанине ăнланнă вăл.
Нет комментариев