Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ пулма Дмитрий Моисеева çирӗплетнӗ

«Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ – тӗп редакторӗ пулма Дмитрий Моисеева çирӗплетнӗ, тесе пӗлтереççӗ Чăваш Республикинче тухса тăракан хыпар хатӗрӗсем. Çакăн пирки калакан хушу çине ӗнер, мартăн 24-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов алă пуснă.

Дмитрий Андреевич Моисеев 39 çулта. 2009 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи журналистика факультетне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. 2006 – 2008 çулсенче «Çамрăксен хаçатӗнче» корреспондент, 2009 çулхи январьтен пуçласа тӗп редактор пулса ӗçленӗ. 2016 çулхи январьтен  «Хыпар» Издательство çурчӗн тӗп редакторӗн çумӗнче тăрăшнă. 2024 çулхи август уйăхӗнчен кăçалхи мартăн 23-мӗшӗччен Чăваш Республикин Медиацентрне ертсе пынă.

Дмитрий Андреевича çăмăл мар должноçа кӳлӗннӗ ятпа саламлатпăр, ӗçре, пултарулăхра ăнăçу сунатпăр.

Д.Моисеевăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев