Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăлана кӗнӗ хӗллехи уявăн вырăнӗ çавах

Шупашкарти Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен «Ҫӑлкуҫ» кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Пирӗн ентеш Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафене чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем кăмăллă калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ.

Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх ӑна узбек повар хатӗрленӗ. Шӳрпене узбексем те пӗҫереҫҫӗ, ӑна «шурпа» теҫҫӗ.

Уява Тимӗр Тяпкин уҫнӑ. Сӑмах калакансен йышӗнче Ваттисен Канашӗн председателӗ Николай Адёр пулнӑ. Вӑл чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки Николай Балтаевӑн ывӑлӗсем каласа панӑ. Аттил хальхи вӑхӑтра Питӗрти академире вӗрентет, унӑн арӑмӗ ятарласах чӑвашла вӗреннӗ. Асаматӑн та ҫитӗнӗвӗсем сахал мар. Чехире ӗҫлесе пурӑнать пулин те, ӑна ҫавах тӑван ене туртать. Нумай пулмасть унӑн пӗр ӗҫӗ Дубайра пӗрремӗш вырӑна тивӗҫни пирки те вӑл каласа панӑ.

Шупашкар чăвашӗсем «Çăлкуçра» Сурхури ирттерме пуçланă хыççăн регионсенче пурăнакан йăхташсем те çак уява паллă тума тытăннă. Тимӗр Тяпкин Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн Олег Мустаевăн тата ыттисен саламӗсене çитернӗ пухăннисене.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/7132.html

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев