Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялта пурăнакан çамрăк аннене укçа параççӗ

Ялти çамрăк аннесене пӗрремӗш ачашăн – 50, виççӗмӗшӗшӗн 100 пиншер тенкӗ параççӗ.

ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе, ялта 3 çултан кая мар пурăнакан, 25 çула çитмен çамрăк аннесене 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çуратнă пӗрремӗш ачашăн – 50,  29 çултан аслă мар аннесене виççӗмӗш ача çуратнăшăн 100 пиншер тенкӗ пӗр хутчен патшалăх пулăшăвӗ параççӗ.

Çак тӳлеве республикăра чи малтан Лайăш районӗнчи çамрăк анне тивӗçнӗ. Вăл январӗн 11-мӗшӗнче виççӗмӗш ачине çуратнă.

Сентябрӗн 7-мӗшӗ тӗлне çак патшалăх пулăшăвне илме пӗрремӗш ачана çуратнă ялти 1181 анне, виççӗмӗшне çуратнă 226 анне заявлени çырнă. Аса илтеретпӗр, асăннă пособие илмелли тӗп услови:

– Хӗрарăм виçӗ çултан кая мар ялта пурăнмалла,

– Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çуралмалла,

– Раççей Федерацийӗн гражданстви пулмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья