Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЫЙТĂР – ХУРАВЛАÇÇӖ

Октябрӗн 6-7-мӗшӗсенче Хусанти «Казань Экспо» курав центрӗнче «100 процентлă Тутарстан» онлайн-форум иртет

 

Шучӗпе виççӗмӗш форумăн теми хальхинче – «Тавралăх аталанăвӗпе строительстви». Сăмах регионăн хăтлăхӗ, пӗтӗмӗшле строительство çинчен пырӗ. Аса илме, пӗлтӗрхи вӗрентӳпе çыхăннăччӗ.

«100 процентлă Тутарстан» экспертсемпе правительствăн халăхпа тӳрремӗнех хутшăнмалли проект. Онлайн-мероприятире экспертсемпе куракансем пӗр-пӗр сферăпа çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва сӳтсе яваççӗ. Хуть кам та хăйне хумхантаракан ыйтусене тӳрӗ эфирта экспертсене парса çийӗнчех хурав илме пултарать унта.

Онлайн-форума хутшăнас тесен 100tatarstan.com сайтри трансляцие пăхмалла е сайтра маларах регистрациленмелле. Сăмах май, регистрациленни конкурссене хутшăнма та кирлӗ. Парнесем кăçал та лайăх пулнине пӗлтерчӗç йӗркелӳçӗсем «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире.

Виртуаллă площадкăна кăçал виçӗ трека пайланă, кашнин уйрăм тема (хула строительствинчен пуçласа çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх таранах).

Çапла вара хальхинче çак ыйтусене сӳтсе яваççӗ:

– Хулана планласси (кивӗ фонда çӗнетни, çӗнӗ территорисене йышăнни).

– Промышленность строительстви.

– ÇКХ: пурăнмалли фонда ертсе пыракансен вырăнӗ. Эпӗ мӗншӗн тӳлетӗп?

–Нумай хваттерлӗ çурт-йӗр эксплуатацийӗ.

– Застройщикăн репутацийӗ.

– ÇКХ услугисемшӗн тӳлев: тариф, пахалăх, тавлашуллă самантсем.

– Пая кӗрсе стройкăна хутшăннин йывăрлăхӗсем.

– Социаллă объектсене усă курмалли çӗнӗ енсем.

– ÇКХра энергоэффективнăçпа энергоперекетлӗх.

– Стройматериалсен рынокӗн çӗнӗлӗхӗсем.

– Çул-йӗр строительстви. Хулари транспорт системисене проектласси, пурнăçа кӗртесси.

– Хула строительствинче усă куракан цифра технологийӗсем.

 Трансляци виçӗ чӗлхепе – вырăсла, тутарла тата акăлчанла – пырать.

 Чи сумлă экспертсем кăçал РФ строительствăпа ÇКХ министрӗ И.Файзуллин, ТР строительствăпа архитектура тата ÇКХ министрӗ М.Айзатуллин, ведомствăсен специалисчӗсем, Хусанти чи пысăк застройщиксем, архитекторсемпе дизайнерсем, ректорсем пулаççӗ. Тӳрӗ эфирта парса ӗлкӗреймен ыйтусене сайта çырса яма та юрать. Пӗр ыйту та хуравсăр юлмасса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, халăхран 6000 çыру килнӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: строительство