Ыйтмасăрах сиплесшӗн
Судсен хистесех алкоголизм чирне тӗрӗслеме тата сиплеме йышăну тума ирӗк пулмаллах тесе шутлаççӗ Тутарстан депутачӗсем. ТР патшалăх Канашӗ кун пирки РФ Административлă кодексне тӳрлетӳсем кӗртмелли закон проектне Раççей законодателӗсен Советне янă.
Енчен те тӳрлетӳсене йышăнсан, суд ӳсӗрле йӗрке пăсакансене вăйпах тӗрӗсленме кăна мар, алкоголизмран сипленме яма та пултараять. Çапла майпа проект авторӗсем алкоголизмпа чирлекенсен тата ӳсӗрле тăвакан преступленисен шутне чакарасса шанаççӗ. Мӗншӗн тесен алкоголизмпа аптракансем хăйсем чирлине нумай чухне курмаççӗ, йышăнмаççӗ, çавăнпа депутатсем кун пек çынсене хăйсенчен ирӗк илмесӗрех сиплеме сӗннине пӗлтерт РБК Татарстан сайт.
Сăмах кунта РФ Административлă кодексӗн 4.1 номерлӗ статйи пирки. Енчен те проекта йышăнас-тăк, унта гражданинăн обязательнăй йӗркепе тӗрӗслев иртсе сипленмелли, профилактика мероприятийӗсене е реабилитаци иртмелли çинчен йӗрке хушăнать. Гражданинăн хăçан больницăна е социаллă реабилитаци учреждениее каймалли срока та палăртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев