Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ылтăн» юнлисем çинчен

Чи сайра тӗл пулакан юн ушкăнӗ тӗнчере 50 çынран та сахал. Вӗсене чăннипех «ылтăн юнлă» теме пулать.

 

Чи сайра тӗл пулакан юн ушкăнӗ тӗнчере 50 çынран та сахал. Вӗсене чăннипех «ылтăн юнлă» теме пулать. Юн ушкăнӗсене эритроцитри белок-антигенсене кура уйăраççӗ – А, В, АВ, хăш-пӗрисен юнӗнче вӗсем пачах çук (0) . Юн ушкăнне пӗлни пациента кирлӗ ушкăнри юна ярса пулăшу пама кирлӗ. Урăх ушкăнри юна ярсан пациентăн антигенӗ ют антигенсене «хирӗç тăрать». Ку пациентăн сывлăхне сиен кӳрет.

0 резус-факторлă (Rh nul) юн çӗр çинче чи сайра тӗл пулаканни. Пӗрремӗш хут ăна 1961 çулта Австралири аборигенкăнне асăрханă. Унтанпа 43 çыннăн юнӗнче резус фактор пачах пулманни çинчен калаççӗ ăсчахсем. Мӗншӗн «ылтăн»? Мӗншӗн тесен вăл пур ушкăнри юна юрăхлă.

Юн ушкăнӗ пекех резус-фактор та ăруран ăрăва куçать, «ылтăн» юнлисем пирки те çакнах каламалла. Ăсчахсен сăмахӗпе, Rh nul – генсен мутацийӗн «çимӗçӗ». Çакăн сăлтавӗ çывăх тăвансем пӗр-пӗринпе çемье çавăрни пулма пултарать теççӗ вӗсем, анчах хальлӗхе çирӗплетсех калаймаççӗ.   

Нульлӗ резус-факторлă çынсен пурнăçӗ ыттисенчен уйрăлса тăрать-и? Пӗтӗмӗшле илсен çук, анчах...

–  «Ылтăн» юнлисен аманасран асăрханмалла, сиплеме юн кирлӗ пулсан донор тупма йывăр. Кун пек чухне «упранакана Турă сыхлать» тенине аса илмелле – çын малтанах юн парса хăйӗн валли запас тăвать. Тӗслӗх те пур, 2015 çулта Мускавра пулнă. Операциччен пациентка темиçе хут юн панă, кайран, кирлӗ пулсан врачсем пациенткăна хăйӗн юннех янă.

 – Хăйсем хуть камшăн та донор пулма пултараççӗ (каларăмăр ӗнтӗ кăна).

– Çие юлсан 0 резус-факторлă хӗрарăмсен уйрăмах асăрханмалла. Пулас ачан юнӗ ашшӗнчен пырать-тӗк, резус-конфликт сиксе тухас хăрушлăх пур, кун пек чух ача сывă мар çуралать.

0 резус факторлă çынсем тӗнчипе те алла яхăн терӗмӗр,вӗсенчен пӗри Раççейре пурăнать. Японире чи нумаййи теме пулать – 6 çын. Анчах ку кăтарту тӗрӗсех-и? Тен, ку çӗршывра японецсем скрининг тӗпчевӗсене час-час иртеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев