Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ылтăн Маска» юхăмӗ

Эрне пуçламăшӗнче театр ӗçченӗсен XXX «Ылтăн Маска» Наци премин мешехи иртнӗ Мускавра


Эрне пуçламăшӗнче театр ӗçченӗсен XXX «Ылтăн Маска» Наци премин мешехи иртнӗ Мускавра

 Юлашки вăхăтра пулса иртнӗ улшăнусем хыççăн пӗрремӗш хут пухăннă Е.Вахтангов ячӗллӗ театра (сăмах май, пӗрремӗш «Ылтăн Маска» лауреачӗсене те çакăнтах чысланă). Пӗтӗмпе 50 преми пама хатӗрленнӗ театр ӗçченӗсене, анчах кăçал çичӗ номинаци «маскăсăрах юлни» çинчен çыраççӗ Мускаври ӗçтешсем. 
Шăп Чăваш Республикин Пукане театрӗ вара хăйӗн историйӗнче çеç мар, республика историйӗнче те пӗрремӗш «Ылтăн Маска» çӗнсе илнӗ. «Король Лир» спектаклӗн ӳнерçи Юрий Сучков ӗçне çапла пысăка хурса хакланă. 

Ултă (!) «Ылтăн Маска» Хусан илнӗ. Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн Фарид Бикчантаев лартнă «Муть.Мухаджиры» спектакль «Чи лайăх драма спектаклӗ. Пысăк форма» тата «Чи лайăх костюм ӳнерçи» (Марина Марьянич) номинацисенче çӗнтернӗ. «Экият» Тутар пукане театрӗн «Авиатор» спектаклӗ харăсах виçӗ Маска илме тивӗçнӗ — «Пукане театрӗн чи лайăх актерӗ» Дилюс Хузяхметов, «Чи лайăх режиссер» Ильгиз Зайниев тата «Чи лайăх спектакль». Кариев ячӗллӗ Тутар Çамрăксен театрӗ «Приключения Рустема» спектакльшӗн Булат Гатауллинпа Альбина Гайзуллина артистене ятарлă приз панă. 
Паллах, Хусанти сцена ăстисен çакăн пек пысăк çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. Çитменнине вӗсем нумай енлӗн, тӗрлӗ жанрпа ăнăçлă ӗçлени курăнать. 
Çакна та асăрхамалла, культура министерстви, республика ертӳçисем культура, искусство, театр искусстви аталанăвне пысăк тимлӗх уйăрни куçкӗрет.
Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн «Татар-информ» ИА.:«Муть.Мухиджары» спектакльти сцена.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр