Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫынсенчен ытларахӑшӗ суйлава кайма хатӗр

Ӑна халӑх йышлӑ тӗрев панине республикӑн экономика тата социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗ ҫирӗп пулнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ

 

Тутарстанра пурӑнакан суйлакансен 83% ТР Президентне суйлама кайма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен «Общественное мнение – Татарстан» фонд ирттернӗ соцопрос та ҫирӗплетет.
Суйлава хутшӑнмассине ҫынсен 13% пӗлтернӗ, суйлавҫӑсен 4 проценчӗ мӗн  хуравламаллине пӗлмен. Экспертсен шучӗпе президент суйлав кампанийӗпе муниципаллӑ суйлавсене пӗрлештернипе сасӑлама хатӗррисем нумай.
Респондентсен 81% Рустам Миннихановшӑн сасӑ парасшӑн. Ӑна халӑх йышлӑ тӗрев панине республикӑн экономика тата социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗ ҫирӗп пулнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Тутарстан инвестици климачӗн рейтингӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Рустам Минниханов та ӑнӑҫлӑ регионсен пуҫлӑхӗсен списокӗнче малта пырать. Владимир Путин та унӑн ӗҫне ырлать. Республикӑра пурӑнакансенчен ҫурри ытла юлашки ҫулсенче Тутарстанра пулса иртекен ырӑ улшӑнусене Рустам Минниханов ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Президент пулас текен ытти претендентсен рейтингӗ пысӑках мар.  Альмира Михеевпа Владимир Сурчиловшӑн 2-4% ҫын сасӑласшӑн, Альфред Валиевшӑн 5-7%.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев