Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫынсене хисеплессипе Тутарстан мала тухнӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн пӗрремӗш вунӑ кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн Тутарстан миллион ытла ҫынна шута илнӗ малта пыракан 10 регион шутне кӗнӗ. Ҫакӑн ҫинчен паян Тутарстанстатра пӗлтерчӗҫ.

 "Перепись иртмелли ҫынсен 64 проценчӗ, йывӑр эпидеми лару-тӑрӑвӗ пулнине пӑхмасӑрах, переписчиксемпе тӗлпулса хӑйсем ҫинчен пӗлтернӗ тата стационарлӑ участоксенче, ҫав шутра МФЦ-сенче те ҫырав иртнӗ. Пирӗн регионри ҫырав ирттерекен персонала йӑлтах маскӑсемпе тивӗҫтернӗ, переписчиксенчен 70 % вакцинаци иртнӗ",– тесе палӑртнӑ ведомствон пресс-службинче.

Патшалӑх услугисен порталĕнче хӑйсем тӗллӗн перепись иртнӗ ҫынсен шучӗпе Тутарстан ҫӗршывӗпе 7-мӗш пырать, Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчен пӗрремӗш вырӑнта.
Ҫырав ирттерме Тутарстанра 1,1 пин контролёр, 7 пин ытла переписчик тата 58 инструктор суйласа илнӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев