Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫынсене упраса хӑвармалла

 Рустам Минниханов шучӗпе, пандеми вӑхӑтӗнче диспансеризацине чарни вилекенсен шутне ӳстернӗ

Вилеслӗх пӗлтӗр 2003 ҫулхи шайпа танлашса ӳснӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Сывлӑх сыхлав министерствин пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче республика Президенчӗ Рустам Минниханов каланӑ.

"2019 ҫул вилеслӗхпе пирӗншӗн чи кӑтартулли пулчӗ, Эпир пин ҫын пуҫне 11 вилӗм таран цифрӑна ҫитнӗччӗ. Анчах, шел пулин те планри медицина пулӑшӑвӗ чакнине диспансеризацине чарса тӑнине пула халӑх сывлӑхӗ, республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗ ҫине пӗтӗмӗшле илсен, япӑх витӗм кӳчӗ. 

Юлашки 10 ҫул тӑтӑш вилеслӗх чакса пычӗ, пӗлтӗр вара эпир 2003 ҫул кӑтартӑвӗсем патне таврӑнтӑмӑр",– тесе палӑртнӑ республика ертӳҫи.

Ҫакна пӑхмасӑрах, республикӑри вилеслӗх шайӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки пулса юлать, тесе палӑртнӑ Рустам Минниханов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев