Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă ят çӗнсе илнӗ ăсчах

Нумаях пулмасть, кăрлачăн 14-мӗшӗнче Шупашкарта, Чăваш наци библиотекинче Виталий Станьялăн пултарулăх каçӗ иртрӗ. Ăна чăваш ăсчахӗ, çыравçи, сăвăçи, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.

Хисеплӗ шурсухала чи малтан Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» фольклор ансамблӗ хăйӗн пултарулăхӗпе савăнтарчӗ. Хитре юрăсем, çав шутра В.Станьял сăввисемпе кӗвӗленисем те, янрарӗç залра. 

Пултарулăх каçне Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн секретарӗ Ольга  Тимофеева уçрӗ, юбилярăн халăха вӗрентес, чăвашлăха аталантарас, аваллăха тӗпчес, Чăваш наци конгресне (1992), Чăваш таврапӗлӳçисен союзне, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академине йӗркелес тӗлӗшпе тата ытти ӗçсенчи пысăк тӳпине палăртрӗ.

Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче çуралнăскер, Виталий Петрович Никитин (Станьял) И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнчен (халӗ университет) вӗренсе тухнă. «Молодой  коммунист», «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» хаçатсен редакцийӗсенче литература сотрудникӗ, пай пуçлăхӗ пулса ӗçленӗ. Комсомольски, Шăмăршă, Шупашкар районӗсенчи ялсенчи шкулсенче  учительте тăрăшнă. 1969 – 1993 çулсенче  Виталий Петрович   И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче ассистент, аслă преподаватель, доцент, чăваш литератури кафедрин ертӳçи пулнă. Унтан Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институтӗнче наукăн аслă сотрудникӗнче, 1994 –2007 çулсенче литературоведенипе фольклористика пайӗн пуçлăхӗнче тăрăшнă.  

Пӗр вăхăтрах вăл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институчӗн доценчӗ те пулнă. 1991 çулта Виталий Станьял чăваш таврапӗлӳçисен 1921 çулта «Вырăнти тавралăха тӗпчекен обществи» ятпа йӗркеленӗ союзӗн ӗçне çӗнӗрен, урăх ятпа чӗртсе янă, 1991 – 2008 çулсенче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ пулнă. 1991 çултанпа – Чăваш наци академийӗн президенчӗ, 1992 çултанпа – Чăваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, Мăн Канаш председателӗ, Ваттисен канашӗн пайташӗ. Хальхи вăхăтра Чăваш наци академийӗпе Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Хисеплӗ президенчӗ. 

Виталий Петровичăн наукăпа пултарулăх ӗçӗсем питӗ нумай. Вăл В.Рзай, Г.Тал-Мăрса, Д.Петров-Юман, П.Хусанкай, М.Çеçпӗл, Г.Тимофеев тата ыттисен пултарулăхне, пӗчӗк жанрлă произведенийӗсене, этнорелигипе пысăк мар культсен историне, Шупашкар районӗнчи халăх аваллăхне, культурипе йăлине тӗпченӗ. 80 ытла наука ӗçӗн, çав шутра монографисен, учебниксен, вӗренӳ пособийӗсен, поэзи сборникӗсен авторӗ. Ăна «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден медалӗпе, «Пушар вăхăтӗнчи хăюлăхшăн», «Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальсемпе, Хисеп хучӗсемпе наградăланă.

Юбиляра унăн йышлă вӗренекенӗсем, тӗрлӗ çӗрте пӗрле ӗçленӗ юлташӗсем саламларӗç, çирӗп сывлăх, тăнăç пурнăç, пултарулăхра çӗнӗ ӳсӗмсем сунчӗç. 

Василий КАРАБАЕВ.

Автор тата редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели