Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ырă хум» фестивалӗ

«Ырă хум» («Добрая волна») Пӗтӗм Раççейри ача-пăча творчествин культурăпа ыркăмăллăх фестивалӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанта гала-концертпа вӗçленнӗ.

Талантлă, анчах кăткăс шăпаллă ачасене ятлă-сумлă артистсемпе юнашар сцена çинче пултарлăхне кăтартма ӗмӗтленекенсене пулăшакан «Ырă хум» («Добрая волна») Пӗтӗм Раççейри ача-пăча творчествин  культурăпа ыркăмăллăх фестивалӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче Хусанта гала-концертпа вӗçленнӗ. Çӗнтерӳçӗсем Дима Билан, Игорь Крутой, Лариса Долина, Сосо Павлиашвили тата ытти çăлтăрсемпе пӗрле сцена çинче юрланă, ташланă, кӗвӗ каланă. 

2017 çулта «Ырă хум» фестиваль хула мэрӗ Ильсур Метшин тата РФ халăх артисчӗ, композитор Игорь Крутой пуçарнипе кун çути курнă. Фестивале хутшăнакан ачасен хушшинче тăлăха юлнисем те, инвалид-ачасем те пур. Проект пилӗк çул каялла пурнăçа кӗнӗ. «Пилӗк çулта 7,5 пин ача хутшăннă фесивале. Конкурс çулран çул анлăланса вăйланса пырать. Кăçал Луганск тата Донецк республикисенчи ачасем те пур. Пӗтӗмпе кăçалхи фестивальте Раççейрен 1,5 пин çын хутшăннă», – тесе каласа панă Ильсур Метшин гала-концерт умӗн Хусан Ратушинче иртнӗ пресс-конференцире.

Конкурса хутшăнакансем музыка инстрементне калассипе, хореографире тата юрлассипе (вăл шутра хусканусемпе те) пултарулăхӗсене кăтартнă. Конкурсăн суйлав турӗсем Хусанта, Ярославльте, Мускавра, Краснодарта, Кемеровăра, Екатеринбургра, Новосибирскра тата Севастопольте иртнӗ. Малалли турсене хутшăнма 99 ача суйласа илнӗ. Вӗсенчен чи пултаруллисем –14 ача – «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче гала-концерта хутшăннă. НТВ федераллă телеканал концерта трансляципе кăтартнă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество