Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран çӗршыв ертӳçине тӗрев парса авточупу иртет

Ыран, октябрӗн 7-мӗшӗнче, çӗршывăн нумай хулисенче Владимир Путина тӗрев парас тӗллевпе авточупу иртет. Çак кун çӗршыв ертӳçи хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать. Раççей ялавӗллӗ тата Путин командин символикиллӗ çăмăл машинăсем хуласен тӗп магистралӗсемпе иртӗç.

Авточупăва Президентпа пӗр шухăшлă çынсем хутшăнаççӗ, вӗсем халăх умӗнче хăйсем çӗршыв ертӳçине тӗрев пани пирки пӗлтерӗç.

Тутарстанра авточупу Хусаин Ямашев проспекчӗпе иртет.  10.00 сехетре Ямашев урамӗнчи 122 «б» çурт патӗнчен пуçланать те Бондаренко урамӗнчи 2-мӗш çурт тӗлӗнче вӗçленет.

Мероприяти вӗçӗнче Тутарстанăн ятарлă çар операцийӗнчи подразделенийӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ ăсатаççӗ. Çар çыннисем валли хатӗрленӗ адреслă пулăшăва Халăх фрончӗпе «Ярдэм янэшэ! Помощь рядом!» юхăм тăрăшнипе пуçтарнă.

Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, историлле техникăна юратакансен «АвтоРетроКлуб-21» клубӗ хутшăнаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев