Ыран республикăри чи лайăх вӗрентекенсене Хусанта саламлаççӗ
Хусанти «Корстон» комплексра ыран, октябрӗн 4-мӗшӗнче, иртекен Халăхсен хушшинчи вӗрентекен кунне халалланă торжествăлла мероприятие Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнать.
Мероприятие 800 ытла çын – республикăри районсенчен вӗрентекенсем, педагогика династийӗсен представителӗсем, Тутарстан Республикин халăх учителӗсем, педагогика ветеранӗсем, вӗрентӳ организацийӗсемпе управленийӗсен ертӳçисем, ТР Правительство пайташӗсем, министрсем, ректорсем тата ытти ӗç тăвакан комитетсен представителӗсем хутшăнӗç.
Мероприятире вӗрентӗве пысăк тӳпе хывнă чи лайăх вӗрентекенсемпе вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисене патшалăх тата ведомство наградисемпе чыслӗç. Учительсене паллă артистсем – Раяз Фасихов, Зайнап Фархетдинова, Фирдус Тямаев, Марат Галимов, Алия Карачурина тата И.Крутой ячӗллӗ ача-пăча хорӗ юрă-кӗвӗпе саламлӗç.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев