Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран ТР Наци музейӗнче чăн-чăн «Моабит тетрачӗсене» курма пулать

Ыран, февралӗн 15-мӗшӗнче, ТР Наци музейӗнче Подлинник кунӗ иртет. Чаплă лару-тăрура музей фончӗсенчен тутар поэчӗн Муса Джалилӗн «Моабит тетраччӗсен» оригиналне илсе тухаççӗ — ăна кăмăл пур кашни çын курма пултарать.

Çакăн пек мероприяти ТР Наци музейӗ кашни çул поэтăн çуралнă кунӗнче ирттерет. Ыран 11.30 сехетре поэтăн Майăн 1-мӗшӗн тӳремӗнче вырнаçнă палăкӗ патне чечексем хурӗç, 12.00 вара музейре мероприяти пуçланать. 


Музейӗн çӗнӗ йăли — хаклă экспоната залсем тăрăх хисеплӗ хăна кăтартса çӳрет. Кăçал çак тивӗçе пурнăçлама Раççей Геройӗ, аслă лейтенант Расим Баксиков килӗшнӗ. 


«Пирӗншӗн ку пысăк чыс, — тет ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Алиса Вяткина. — Пирӗн обществăна халӗ ăруран ăрăва парăнакан ырă йăласене курни çав тери кирлӗ. Совет Союзӗн Геройӗн аслă еткерлӗхӗпе куракансене Раççей Геройӗ паллаштарать. Эпир Расим Баксикова чун-чӗререн тав тăватпăр çакăншăн!» 


Мероприятире çавăн пекех М. Джалиль ячӗллӗ республика премийӗн лауреачӗсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарӗç, республикăн Культура министерствипе Паташалăх Канашӗн представителӗсем сăмах калӗç. 


«Моабит тетрачӗсем» — Муса Джалилӗн сăввисен пуххи. Ку хайлавсене поэт Берлинти Моабит тӗрминче çырнă. Пурӗ 93 сăвă. «Моабит тетрачӗсене» ТР Наци музейне 58 çул каялла Муса Джалилӗн мăшăрӗ Амина панă. Вăл музейӗн архивӗнче упранать, поэтăн çуралнă кунӗнче кăна ăна халăха илсе тухса кăтартаççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев