Ыран хими диктанчӗ çыраççӗ
Ыран, майăн 18-мӗшӗнче, хими облаçӗнчи чи масштаблă наукăпа популярлă акцисенчен пӗри — VI Халăхсен хушшинчи хими диктанчӗ — пуçланать.
Диктант Раççей Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе иртекен Наукăпа технологисен вунă çуллăхӗн хӳттинче пулать.
Хими диктантне йӗркелесе ирттерекенсем — М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалăх университечӗ, «Просвещение» компанисен ушкăнӗ тата Пӗтӗм Раççейри хими вӗрентекенӗсемпе преподавателӗсен обществăлла организацийӗ. Диктант РФ Наукăпа аслă пӗлӳ министерстви тӗрев панипе «Менделеев çулталăкӗ» проект шайӗнче иртет.
Акци ыран 13.00 сехетре химдиктант. рф сайтра офлайн тата онлайн форматпа пуçланать. Диктантăн тӗп теми кăçал — «Хими пирӗн йӗри-тавра». Тӗрӗслев ӗçне çырмалли тӗп площадка хальхинче М. В. Ломоносов ячӗллӗ МГУн хими факультечӗ.
Диктант вырăс тата китай чӗлхисемпе пулать. Акцие хутшăнакансен 25 ыйту çине хуравламалла пулать.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев