Ырантан Ульяновска Хусантан «Метеор» çӳреме тытăнать
19 çул иртнӗ хыççăн Ульяновск хулине «Метеорсем» çӗнӗрен çӳреме тытăнаççӗ. Пӗрремӗш рейс ыран, августăн 25-мӗшӗнче пулать. Малашне кашни эрнекун, шăматкунпа вырсарникун Хусанти юханшыв портӗнчен ирхине 8 сехетре тухать те Ульяновска кăнтăрла 12 сехетре çитет, пӗр сехетрен каялла çула тухать.
Атăлçи тăрăхӗнчи пилӗк регион – Тутарстан, Чăваш Ен, Марий Эл, Самарăпа Ульяновск облаçӗсем шыв-шурсем тăрăх пассажирсем турттарас енӗпе пӗрле ӗçлеме пӗлтӗр килӗшӳ тунăччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкартан Хусана пӗлтӗрех «Валдайсем» çӳреме пуçларӗç, ырантан Ульяновска та «Метеорсем» каяççӗ. Çапла вара Тутарстан Атăл тата Кама юханшывӗсем тăрăх регионсем хушшинче пассажирсем турттарас ӗçе çанă тавăрсах пуçăнчӗ тесен те юрать. Шыв-шурсем тăрăх пассажирсем турттарассине маларах çулталăкне 300 пин çынран 500 пине çитерме тӗллев лартнăччӗ пулсан, халӗ ку шут икӗ хут ӳснӗ. Кун çинчен «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ТР транспортпа çул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов пӗлтерчӗ.
Ульяновск хулине пассажирсене кăçал май уйăхӗнче йӗркеленӗ «Тутарстан Республикин флочӗ» çӗнӗ компани турттарать. Сăмах май, тепӗр сезонра шыв-шур тăрăх пассажирсем турттарассине Тутарстанра йăлт вăл пурнăçлӗ. Хальхи вăхăтра унăн паркӗ çӗнелет. Республика хăй укçипе «Мусса Джалиль», «Михаил Девятаев» ятлă çӗнӗ «Метеорсем» тата икӗ «А-217» карап туяннă. «А-217» карапсенчен пӗри республикăра пассажирсене турттарать те ӗнтӗ. Сăмах май, уншăн 30 сантиметр хулăнăш пăр та хăрушă мар. Çавăнпа килес çул навигацие иртерех уçса каярах хупас шутлă компани. 2024 – 2025 çулсенче компани лизингпа тата 4 çӗнӗ «Метеор» туянасшăн.
«Аслă Атăл çулӗ» программăпа вара пассажирсене малашне Атăл тăрăх Астраханьтен пуçласа Ярославле çитиех турттарма хатӗрленеççӗ. Тутарстан Атăл кăна мар, Кама хӗрринче те вырнаçнăран Кама тăрăх та рейссем йӗркелесшӗн. Шăпах çак ыйтăва сентябрӗн 2-мӗшӗнче Анат Камăри Бегишево аэропортӗнче Удмурти Республикин ертӳçисемпе тӗл пулса сӳтсе явма хатӗрленеççӗ. (Автор сăнӳкерчĕкĕ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев