Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыркăмăллăх пуш сăмах мар

Иртнӗ эрнере ТР Патшалăх Канашӗнче хӗрарăм-депутатсен «Мэрхэмэт — Милосердие» («Ыркăмăллăх») пӗрлешӗвӗн 2023 çулта тунă ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç. Журналистсемпе тӗлпулăва пӗрлешӳ ертӳçи Алсу Рустэмовна Набиева тата ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн вӗрентӳ, наука, культура тата наци ыйтăвӗсен енӗпе çумӗ Людмила Николаевна Рыбакова пулчӗç.

2009 çултанпа «Мэрхэмэт — Милосердие» 15 хӗрарăм-депутата пӗрлештерет. Вӗсем ача амăшӗн, сахал тупăш илекен çемьесенчи хӗрарăмсен, çемье институчӗн ыйтăвӗсене татса парассипе ӗçлеççӗ, паллах, асăннă ыйтусем çеç мар, тата чылай нуша-тертрен хăтарнă хӗрарăмсене. Чи малтанах тăлăх ачасене пулăшас тӗллевпе чăмăртаннă пӗрлешӗве, вăхăтра тӳлеменнипе хваттершӗн уйăхсерен тӳлессипе парăма кӗнипе çакăн пек инкеке лекнӗ вӗсем. Кун хыççăн пулăшу кирлӗ çынсем тата тупăннă, сывлăх сыхлав, вӗренӳ, патшалăхăн çемье тата демографи политикипе çыхăннă сулăмсем йӗркеленӗ вӗсем, «çавра сӗтелсем» пухса лару-тăрăва сӳтсе явнă, ӗçе лайăхлатмалли меслетсем тупса палăртнă. Вӗсем депутатсем-çке, çавăнпа ыйтусене законсем йышăнас шайра татса панă, параççӗ те. Акă, халӗ, тӗслӗхрен, çӗршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енӗпе хӗрӳ тавлашусем пынă вăхăтра «Мэрхэмэт — Милосердие» ялсенче пурăнакан хӗрарăмсене ача çуратнăшăн 50, 100 пин тенкӗ укçа парса пулăшма сӗнет. Малтанах ăна çамрăксене (35 çула çитиччен) парас тенӗ, ыйтăва пур енчен пăхса тухсан ача çуратакан хӗрарăмăн çулӗсене пăхмасăр тӳлемелле тесе шутлаççӗ. Çак проектпа вӗсем РФ Патшалăх Думин депутачӗсем патне тухасшăн. Паллах, çакăн пек закона Федераци шайӗнче йышăнни çӗршыври ял таврашӗнче пурăнакан хӗрарăмсемшӗн аван пулӗччӗ. Енчен те проекта айккине тӗксе хăварсан та Тутарстанра йышăнмаллах тесе шутлаççӗ Ыркăмăллăх пӗрлешӗвӗнче. Тен, ун чух чăнах та ача çуратаканăн çулӗсене шута илме тивӗ.

Çак пӗрлешӗве малтанах Татьяна Петровна Ларионова ертсе пынă, халӗ вăл РФ Патшалăх Думин депутачӗ. Унтанпах обществăна Хусанти кооператив институчӗн ректорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Алсу Набиева ертсе пырать.

Спикерсем «Мэрхэмэт — Милосердие» пулăшу, сӗнӳ ыйтса пыракансемшӗн яланах уçă пулни çинчен каласа пачӗç. Хӗрарăмсене, çемьесене хумхантаракан ыйтусене пӗлме вӗсем «Хӗрӳ линисем» йӗркелеççӗ. Ку адреслă пулăшу пама май парать. «Пирӗн хаклă ветеран», «Пӗрле пултаратпăр», «Эпир пӗрле!» социаллă-гуманитарлă проектсене пуçарса, «Тутарстан Мерченӗ», «Нечкэбил», «Алла ал тытăнар, туссем» Тутарстан конкурсӗсене йӗркелесе ыркăмăллăх ресурсӗсене ӗçлеттерни çынсене усă кӳнине асăнмалла. Çӗнӗ çул, Ачасене хӳтӗлессин кунӗ, Пӗлӳ кунӗ тӗлне ирттерекен ыркăмăллăх акцийӗсем нумай-нумай ачана уявсенче савăнма май параççӗ.

Людмила Рыбакова ытларах вӗренӳ çине пусăм турӗ хăйӗн сăмахӗнче. Шкулсенчи музейсенче инвентаризаци ирттернине те, вӗсене кирлӗ хатӗрсемпе тивӗçтерессине те асăнчӗ. 

2024 çулта муниципаллă йӗркеленӳсенче Хӗрарăма тимлӗх уйăрассине халалланă проект хута кайӗ. Пӗрремӗш çур çулта вăл тăватă муниципаллă йӗркеленӳре иртӗ. Вӗсенче пурăнакан хӗрарăмсемпе куçа-куçăн тӗл пулса та калаçӗç, телефонпа çыхăнса ыйтусем пама та май пулӗ. 

Çак пресс-конференци хыççăнах хӗрарăм-депутатсен пӗрлешӗвӗ декабрӗн 6-мӗшӗнче Хусанта «Хӗрарăма тимлӗх» телефонпа иртнӗ хӗрӳ линие ТР Çын прависемпе Уполномоченнăйӗпе С. Х. Сабурскаяпа пӗрле хутшăннă. Кун йӗркинчи ыйту инвалидсен прависене хӳтӗлесси пулнă. 

Ытти регионсенче ӗçлекен çакăн пек пӗрлешӳсемпе те хусансем çыхăну тытаççӗ, видеоконференцисем те час-час йӗркелеççӗ. Ку çивӗч ыйтусене татса парассипе пӗр-пӗрин опытне йышăнма май парать, вăл е ку пулăма закон шайӗнче мӗнлерех ӗçлеттересси пирки те канашласа илеççӗ. Алсу Рустэмовна гимодиализсăр пурăнайман пациентсене сиплеве çӳренин çул укçине саплаштарассине закон шайӗнче мӗнлерех йышăнсан тӗрӗсрех пулассине сӳтсе явнине каласа пачӗ. 

«Россия — Исламский мир» форума «Мэрхэмэт — Милосердие» хастар хутшăннă. Пӗрлешӳ хӗрарăмсен платформине йӗркеленине унта политикăра, экономикăра, социаллă сферăра çитӗнӳ тунă тӗнчери хӗрарăмсене пуçтарнине (вăл шутра Wildberries компание пуçарcа яраканӗ Татьяна Бакальчука та) каласа пачӗç. 2024 çулта пулакан форума та хутшăнма хатӗрленеççӗ хӗрарăм-депутатсем, паллах, хальхинче иртнинчен те интереслӗрех платформа йӗркелесшӗн. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк gossov. tatarstan. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество