Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырра вӗрентекен фильма пăхни усăллă

Ураза типпи вӗçленсенех, апрелӗн 11-мӗшӗнче Хусанти «Мир» кинотеатрта «Рай» («Çăтмах аннесен урисен айӗнче») ятлă илемлӗ фильмăн премьери пулчӗ


Ураза типпи вӗçленсенех, апрелӗн 11-мӗшӗнче Хусанти «Мир» кинотеатрта «Рай» («Çăтмах аннесен урисен айӗнче») ятлă илемлӗ фильмăн премьери пулчӗ

Паллă кăркăс режиссерӗ Руслан Акун ӳкернӗ драмăн тӗнчери премьери мартăн 1-мӗшӗнчех пуçланнă. Тăван çӗршывӗнче, Кăркăсстанра питӗ ăшшăн йышăннă фильма. Казахстанра вара икӗ эрнерех 2,24 миллиард доллар ӗçлесе илнӗ. 

Кӗскен фильм сюжечӗ çакăн пек. 35 çулти Адиль 75 çулти амăшӗпе кăркăс ялӗнче пурăнать. Çамрăк çын ачаранах ăсӗпе юлса пырать, 35 çулта та 8 çулхи ача ăсӗпе пурăнать. Вăл ырă, амăшне юратать, хăйне кӳрентерекен ачана хирӗç те алă çӗклемест — çапăçма, хӗнеме юрамасть. Райхан апа ыттисенчен уйрăлса тăракан ывăлне чунтан юратать, леш тӗнчере Адиль çăтмаха лекесси пирки кăшт иккӗленмест вăл, Аллах ăна уйрăмах юратать-çке. Паллах, ывăлӗн çăтмахра амăшӗсӗр пулас килмест. Мӗн тумалла амăшӗ те çăтмаха лектӗр тесен?

Ку ыйту çине Адилӗн 8 çулти Самир тусӗ хурав тупса парать — Меккăна çити çурран илсе каймалла амăшне, вара вăл çăтмаха лекет.
Малалла сюжет вăрăм çулçӳреве тухма хатӗрленнипе, çул çинчи тӗрлӗ историсем — хăшӗсем путишле, теприсем хурланмалла, ăса вӗрентекеннисем — çинчен каласа парать. Кăркăс Республикинчен тухса Узбекистан, Турци, Египет, Сауд Аравийӗ, Казахстан витӗр Меккăна выртать амăшӗпе ывăлӗн çулӗ. 
Хусанта кинофильма Кыргызстанăн генеральнăй консулӗ Эрик Бейшембиев хăтларӗ. Вăл куракансене кинона пуçтарăннăшăн тав турӗ, кӗскен Руслан Акун çинчен каласа пачӗ. Реăиссер халь Турцире пурăнать, кино ӗçне Голливудра вӗреннӗ. Унăн фильмографийӗнче тата та паллă лентăсем пур. 
ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин пухăннисене Ураза-Байрампа саламаларӗ, кино сеансне йӗркелекенсене тав турӗ. ‎Залра çӗршывсен консулӗсем ларни малашне те пӗрлехи культура программисем йӗркелес шанчăка ӳстернине тата культурăри туслă хутшăнусен никӗсӗ пуласса ӗненсе калаçрӗ Дамир Данилович. 

Куравра хисеплӗ хăнасем нумайччӗ: Тутарстан муфтийӗ Камиль Самигуллин, ТР Патшалăх канашӗн вӗрентӳпе, культурăпа, наукăпа тата наци ыйтăвӗсемпе комитетăн председатель çумӗ Людмила Рыбакаова, Хусан хула культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов, РФ Предприниматель-мăсăльмансен ассоциацийӗн президенчӗ Айдар Шагимарданаов, ТР Кăркăс наципе культура автономийӗн председателӗ Бейшенбек Муканбетов, РФ Федерацин тӗп округри Кăркăс Республикин представителӗ Нурбек Атаканов пулчӗç. 

Çавăн пекех генеральнăй консулсем фильма пăхрӗç: Эрик Бейшембиев (Кыргызстан), Угур Йылмаз (Турци), Сергей Сюч (Венгри), Ерлан Исхаков (Казахстан), Давуд Мирзахани (Иран), Гуйч Гараев (Туркменистан) тата атташе Эркин Ташмухамедов (Узбекистан). 

«Рай» фильм Раççей кинотеатрӗсенче апрелӗн 11-мӗшӗнчен пырать. Хусанти «Мир» кинотеатрта апрелӗн 18-мӗшӗнчен пырса курма юрать. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.


.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино