Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ытларикун асăрхануллă пулмалла

Октябрӗн 17-мӗшӗнче Хусанта тата Тутарстан Республикин территорийӗнче вӑйлӑ çил пулнине пĕлтерет ТР МЧС пресс-служби.

Вăл кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑç  енчен пулĕ. Паян çӗрле çил хӑвӑртлӑхӗ çеккунтра 15–19 метр  таран пулӗ. Ыран ирхине 9 сехетрен пуçласа 23 сехетчен çил çеккунтра 20 метра, хăш-пĕр вырăнсенче  25–28 метра та çитме пултарать.

Раççей МЧСӗн ТР тӗп управленийӗ хӑрушсӑрлӑх мерисем çинчен аса илтерет.

Водительсене инçе çула тухма хушмаççĕ, май пур таран килте юлма  сӗнеççӗ. Çул çинче уйрӑмах тимлӗ пулмалла, хӑрушлӑхсӑр дистанцине тытса пымалла, çанталӑк условийӗсемпе килӗшӳллӗн хӑвӑртлӑха суйласа илмелле.

Çил вӑйланнӑ вӑхӑтра кантӑк лартман балконсенчен тата картишсенчен çирӗплетмен япаласене илсе хумалла, чӳречесене тачӑ хупмалла. Çуртсен карнизӗсенчен, реклама стенчӗсемпе растяжкӑсенчен аяккарах пулмалла, автотранспорта уçă вырăнта лартса хăвармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность