Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ытти регионсенчен килекен электричкăсем Хусан аэропортнех çитӗç малашне

Тутарстанра электричкăсен юхăмне улăштарас шутлă. Тӗрӗсрех каласан, ытти регионсенчен килекен электропоездсен составӗсене Хусан аэропортне çитиех ярасшăн. ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министерствипе Горький чугун çулӗ ку енӗпе калаçусем ирттернӗ те ӗнтӗ.

ТР транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов лару-тăрăва халăхра ыйтăм ирттерсе тӗрӗсленине хыпарлать РБК-Татарстан. Хусан аэропортне каякансен халӗ Хусанти чукун çул вокзалне çитмелле, унтан электричка çине лармалла. Ульяновскпа Шупашкартан килекенсем тӳрех аэропорта каяççӗ-ха, удмуртипе ытти регионтисем валли вара çаврăнмалли кирлӗ. Чугун çул çинче çак çаврăнăшăн пӗрремӗш тапхăрне тăвас шутлă вӗсем.

Халăхсем хушшинчи Хусан аэропорчӗпе усă куракан пассажирсен шучӗ кăçал пӗлтӗрхинех çитеймен, 2024 çулта 5,3 миллион çын кунтан самолетпа вӗçнӗ е вӗçсе килнӗ. Кăçал вара сахалрах, сăлтавӗ БПЛА хăрушлăхне пула аэропортăн ӗçне вăхăтран-вăхăта чарма тивнипе çыхăннă. Çавăнпа пассажирсен юхăмне 2024 çул шайне çитерес шутлă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество