Юхма Мишшипе Хусанта тӗлпулма чӗнетпӗр
Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.
Мартăн 27-мӗшӗнче 14:00 сехетре Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче вулакансем Чăваш, Марий Эл, Удмурт, Тутарстан республикисен культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗпе, Чăваш халăх çыравçипе Михаил Николаевич Юхмапа тӗлпулӗç. Ăна аслă çыравçă кăçал апрель уйăхӗнче 85 çул тултарнине халалланă.
Юхма Мишши – 100 ытла кӗнеке авторӗ. Унăн чăвашсен авалхи историне тӗпчесе çырнă ӗçӗсем халăха уйрăмах кăсăклантараççӗ.
Тӗлпулу ыйту-хурав формачӗпе иртет. Залра «уçă микрофон» пулать. Ун умӗн вулакансен писателӗн кӗнекисемпе паллашма май пулӗ. Мероприятире афограф-сесси валли те уйрăм вăхăт палăртнă.
Мероприятие йӗркелекенсем – ТР ЧНКА тата Хусанти П.П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ – çыравçăпа тӗлпулас текенсен пурин те маскăсемпе пулмаллине аса илтереççӗ.
Çыравçăна памалли ыйтăвăрсене 89179153547 ватап номерпе ярса пама пултаратăр. Тӗлпулăвăн тӳрӗ эфирне «Сувар» хаçатăн социаллă страницисенче кăратма палăртнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев