Ыхра
Усал вăйсенчен те ыхра пулăшать, имӗш.
Ку пахча çимӗçе кашни килте, кашни дачăра лартса çитӗнтереççӗ. Çуллахи кунсем тамалма тытăнсан «сухала» каясран хăраса пуçтарса кӗртме васкаççӗ ăна. Хăяр-помидор тăварлама та, техӗмлӗ апат пӗçерме те усă кураççӗ унпа. Усал вăйсенчен те ыхра пулăшать, имӗш. Уйрăмах юнӗçенсенчен, вампирсенчен хӳтӗленнине анăç литературинче час-час тӗл пулатпăр. Çырса хăварнисене пăхас-тӗк, кун пек меслетпе чи малтан Вăтам ӗмӗрсенчи Европăра усă курнă. Чӗрӗ çынсен юнне ӗçсе пурăнакан вампирсен асамлă хăват пулнă тет, анчах ыхра умӗнче вăл вăйсăр пулнă.
Унри сульфидсем пахча çимӗç шăршине питӗ çивӗчлетеççӗ, вăрăм тунасене, шăнасене вăл чăнах та хăратать. Вапирсем те шăрша çивӗч туяканскерсем пулнă имӗш. Ыхра шăршине чăтайман. Вампирсемпе кӗрешни çинчен пит ӗненмелле историсем чылай илтме тӳр килсен те вӗсем халап кăна пулнине пӗлетпӗр. Ыхрапа халăх сиплев медиининче анлă усă кураççӗ, бактерисенчен, кăмпаллă чирсенчен сиплет вăл.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев