Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывăр тиевлӗ машина чутах пăр айне анса кайман

Çӗнӗ çул уявӗсем пынă вăхăтра, кăрлачăн 8-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Кама юханшывӗ урлă пăрпа каçмалли вырăнта нумай тоннăллă фура шыва путма тытăннă.

Çӗнӗ Закамский ялӗн çывăхӗнче çыранран аллă метр шаларах кӗрсен грузовик пăр айне анса кайма тытăннă. Палăртса хăвармалла, çак пăр каççи урлă 3,5 тоннăран йывăртарах машинăсен каçма юрамасть, тиенӗ фурăсем вара вăтамран 35 тонна таяççӗ.

Телее, ку пăтăрмахра никам та путса вилмен. Анчах та çак тӗлтен  пăр урлă машинăсене каçма вăхăтлăха чарнă.

Кăрлачăн 9-мӗшӗнче çыран хӗррине йывăр тиевлӗ машинăсене эвакуацилекен ятарлă тягач килсе çитнӗ, фурăна шыв тыткăнӗнчен кăларма тытăннă.

ТИ агентствон сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев