Заказникре браконьерсене тытнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Заказникре браконьерсене тытнӑ

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Чистай районӗнче законсăр майпа биоресурсене тытакан икӗ çынна тытса чарнă. Кун пирки ведомство пресс-служби пӗлтерет.

Йӗркене пăсакансене инспекторсем «Чистые луга» заказник территорийӗнче, çавăн пекех районти шыв объекчӗсенче тӗрӗсленӗ вăхăтра тупса палăртнă.

Икӗ граждан тӗлӗшӗпе те РФ КоАПӗн 8.37 статйин 1-мӗш пайӗпе административлă протоколсем çырнă. Материалсене малалла пăхса тухса йышăну тăвӗç.


браконьерство #ГоскомитетБиоресурсовРТ

Нет комментариев