«Защитники Отечества» патшалăх фончӗн регионти уйрăмӗсем виçӗ çул ӗçлеççӗ
Виçӗ çул каялла, июнӗн 1-мӗшӗнче, Раççей Президенчӗн Указӗпе пирӗн çӗршывăн пур регионӗнче те «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн филиалӗсем ӗçлеме пуçларӗç. Çак хушăра ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене пулăшмалли принциплă çӗнӗ тытăм пулса тăчӗç вӗсем.
Фонд ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене медицина реабилитацийӗнчен пуçласа ӗçе вырнаçасси тата çамрăксене патриотла воспитание явăçтарасси таран пулăшать. Ветерансене парăнакан пулăшăва темиçе шайра йӗркеленӗ, унта федераци мерисем, Тутарстанри 24 регион мери, 16 муниципаллă мера, çавăн пекех «Защитники Отечества» патшалăх фончӗ паракан 12 пулăшу мери кӗрет.

«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри уйрăмне уçнăранпа комплекслă пулăшăва чи малтан илнисенчен пӗри – Адель Уркунбаев. Вăл 2022 çулта Раççей Оборона министерствипе контракт çырса хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнă, 20 çултах командир пулнă. Пӗрремӗш хут аманнă хыççăн Адель госпитале кайма килӗшмен, позицире юлнă та хăйӗн подразделенине штурма илсе кайнă. Çак вăхăтра йывăр аманнă. Тухтăрсем çамрăкăн пурнăçне çăлса хăварнă, анчах ветеран хăй тӗллӗн çӳреймест.
«Аманнă хыççăн малтанхи икӗ-виçӗ уйăх йывăр пулчӗ, халӗ ӗнтӗ пурин çине те лăпкăн пăхатăп. Йывăр аманнă ачасене кулянма хушмастăп», – пӗлтернӗ ятарлă çар операцийӗн ветеранӗ Адель Уркунбаев.
Фонд Аделе кирлӗ тӳлевсемпе пулăшу мерисене пурне те илме пулăшнă, çавăн пекех реабилитацин хальхи техника хатӗрӗсемпе тивӗçтернӗ. Ветерана ятарлă икӗ кресло, çавăн пекех алăпа çӳретмелли LADA Granta автомобиль панă, унсăр пуçне килӗнче пурăнма хăтлă условисем тунă.
Сăнӳкерчӗксем «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен тата редакци архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев