«Земский работник культуры» программăна хутшăнас текенсене суйлама пуçланă
«Семья» наци проекчӗ шайӗнче хута янă «Земский работник культуры» программа Раççейре пӗлтӗртенпе ӗçлеме пуçларӗ. Кун пирки ТР Культура министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Программа шайӗнче культура сферинче ӗçлекен специалистсем ялсене, поселоксене е 50 пин çын таран пурăнакан хуласене ӗçлеме куçсан 1 миллион тенкӗ таран илме пултараççӗ.
Апрелӗн 15-мӗшӗнче программăна хутшăнакансен конкурс суйлавӗн иккӗмӗш тапхăрӗ пуçланать.
Паян, мартăн 31-мӗшӗнче ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова тӳрӗ эфир вăхăтӗнче программăна кам хутшăнма пултарнине, заявкăсене хăçанччен йышăннине тата хăш районта мӗнле ваканси пурри çинчен каласа парӗ. Трансляци ведомствăн «ВКонтактери» страницинче 17:30 сехетре пуçланать.
Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев