«Земский работник культуры» программăна хутшăнма заявкăсене августăн 10-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Тутарстан Республикин Культура министерстви «Кадры» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнăçа кӗртме пулăшакан «Земский работник культуры» программăна хутшăнма заявкăсем йышăнмалли вăхăта тăснă. Вӗсене августăн 10-мӗшӗччен minkulttatarstan@yandex.ru. электронлă почта урлă ямалла.
Программа шайӗнче культура сферинче ӗçлекен специалистсем ялсене, поселоксене е 50 пин çын таран пурăнакан хуласене ӗçлеме куçсан 1 миллион тенкӗ таран пулăшу илме пултараççӗ. Тӗплӗнрех программăн мӗнпур условийӗсемпе ведомствăн сайтӗнчи «Земский работник культуры» пайра паллашма пулать.
Программăна культура сферинче ӗçлекен опытлă ӗçченсем кăна мар, ӗнерхи студентсем те хутшăнма пултараççӗ. Условисемпе килӗшӳллӗн, претендентăн аслă шкултан е вăтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенчен (училищӗсенчен, колледжсенчен, техникумсенчен) Пӗрлехи квалификаци справочникне кӗнӗ специальностьпе вӗренсе тухмалла.
Тӗп услови – ялта, поселокра е 50 пин çын таран пурăнакан хулара вырнаçнă культура учрежденийӗнче 5 çул тулли ставкăпа ӗçлеме хатӗрри. Кун пек чухне закон республикăри районсем хушшинче те, пӗр муниципаллă йӗркеленӳ шайӗнче те куçма ирӗк парать.
Яла таврăнакансене те уйрăм тимлӗх уйăрнă: вӗреннӗ хыççăн, çав шутра тӗллевлӗ направленипе те, çын 50 пин çынран сахалрах пурăнакан тăван поселока таврăнать пулсан, унăн та тӳлев илме ирӗк пур.
Тутарстан Республикин Культура министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев