«Земский учитель» программӑна 2030 çулччен тӑснӑ
«Земский учитель» программӑна пурнӑçа кӗртессине 2030 çулччен тӑсни пирки Раççей Президенчӗ Владимир Путин Анадырь хулинче пурӑнакансемпе иртнӗ тӗлпулура пӗлтернӗ.
«Паллах, программӑна малалла тӑсмалла. Эпир ӑна 2030 çулччен тӑсӑпӑр, вӑл кирлех. Халӗ цифрӑсемпе паллашмăпăр. Пӗтӗмӗшле илсен çӗршывӗпе те, Инçет Хĕвелтухӑçра та программа тухӑçлӑ ӗçлет, çынсем килсех тӑраççӗ», — тенĕ патшалӑх пуçлӑхӗ.
Президент çамрӑк педагогсене 2 миллион тенкӗ старт капиталӗ панисӗр пуçне вӗсене пурӑнмалли çурт-йӗрпе, çавӑн пекех кил-çуртри пурнăç йĕрки ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшмаллине палӑртнӑ.
2022 çултанпа «Земский учитель» программӑна «Вĕрентӳ» наци проекчӗн «Хальхи шкул» федераллӑ проектне кӗртнӗ. Наци проекчӗсем çӗршывра РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн йышӑнӑвӗпе 2019 çултанпа пурнӑçланаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев