Зинаида Кудряшова ӗмӗрне ял хуçалăхӗнче ирттернӗ
Алешкин Саплăк (Çӗпрел районӗ) ялӗнче пурăнакан Зинаида Васильевна Кудряшова вăрçă çулӗсене астумасть, ытла та пӗчӗк пулнă-ха ун чух, пурӗ те 2-ре кăна. 1939 çулхи майăн 15-мӗшӗнче çуралнă вăл. Çемьере 9 пӗртăванран пиллӗкмӗшӗ. Турă шелленӗ вӗсене, мӗншӗн тесен ашшӗ Василий Иванович Елифанов вăрçăран аманса таврăнсан та мирлӗ пурнăçпа 1980 çулсемчченех пурăнайнă. Аттеллӗ ачасене те вăрçă хыççăнхи çулсенче çăмăл килмен. Зина аппа та акă мӗн çамрăкранах ӗçе хутшăннă.
Вуннăри хӗрачана çулла садика ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Пулăшма тесе ӗнтӗ. Тăрăшуллă пулнă-çке вăл. Икӗ витрепе шыва çӳренине, пӗчӗккисене пăхнине ăшшăн каласа пачӗ вăл. Хăйӗн воспитатель пулăшуçи пулнă Зина аппăшне ялти Иван Васильевич Карусев халӗ те аванпа аса илет-ха.
Телей шыраса урăх çӗре кайман Саплăк хӗрӗ. 1955 çулта тăван колхозăн сысна фермине ӗçе вырнаçнă та 1995 çулчченех тăрăшнă. Районта яланах малтисен ретӗнче пулнă.
– Пӗр çулти сыснасенчен – 7-8, 2-3 çултисенчен 17-18-шар çура илни те пулнă. Темиçе çăвăрланисем – 10, ремонтлă матка текеннисем, пӗрремӗш хут çăвăрлаканнисем ӗнтӗ, 6-ччӗ тата икӗ ушкăнри аçасене пăхаттăм. Хăш чух çурисем 80 пуç та пулатчӗç. Амăшӗсенчен уйăрсан çурисене те хамăр пăхаттăмăр. Пысăклансан аша та хамăрах леçеттӗмӗр. Çуран хăваласа каяттăмăр района çити. Çӗнӗ спецхоза (çӗнӗ фермăсем) куçсан центнерлă сынасене пăхрăм, самăртмаллисемччӗ вӗсем. Пин пуçа та çитетчӗ хăш чух. Алă вӗççӗн кунне 3-шер тонна çăнăх йăтаттăмăр, – ӗç çулӗсене аса илчӗ вăл.
Зинаида Васильевна 40 çул сысна пăхнă. Ырми-канми ӗçленӗшӗн «Ӗç ветеранӗ», «Хисеплӗ колхозник» ятсене тивӗçнӗ вăл. Ял, район Совечӗсен депутачӗ те пулнă.
Турă çырнине те ӗçрех тӗл пулнă, 1959 çулхине çак ял ачипех Петр Никифорович Кудряшовпа çемье çавăрнă. Çичӗ ача çуратса ӳстернӗ вӗсем. Хăй каланă тăрăх, пӗрремӗш ачине ирхине килтех çуратнă та кăнтăрла хыççăн фермăна ӗçе кайнă. Шанса панă ӗçе тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскер, вӗрӗлесси çинчен шутламан та ӗнтӗ. Ферма заведующийӗ çав кун килне хăваласа яман-тăк, каçченех ыттисемпе танах ӗçлетчӗ-тӗр. Декрет отпускӗнче вăл вăхăтра икӗ уйăхран ытла килте лартман çамрăк аннесене, Зина аппа та отпускра вăрах ларса курман.
Кунӗн-çӗрӗн фермăра ӗçлесен те ачисем тӗрӗс-тӗкелех ӳснӗ Кудряшовсен. Халӗ Шупашкар, Ульяновск хулисенче, Якутире, Украинăра пурăнаççӗ. Ывăлӗ Коля кăна ялта тӗпленнӗ. Куç тулли пăхмалăх мăнукӗсем ӳсеççӗ халӗ Зина аппан. Шел, савăнса кăна пурăнмалли чухне, 1985 çулхине, мăшăрӗ Петр Никифорович вăхăтсăр çӗре кӗнӗ, çак савăнăçа курайман. Хальхи вăхăтра килте пӗчченех пурăнать Зинаида Васильевна. Кил-çуртне тирпейлӗ тытать, кашни япали хăй вырăнӗнче ун, пахчинче те çумкурăк кашламасть. Ӗлӗкхи пекех халӗ те çынна шанасси йăлара мар ун.
Ӗç ветеранӗн ӗнер черетлӗ çуралнă кунӗ пулчӗ. Çак ятпа эпир те Зинаида Васильевна Кудряшовăна ăшшăн саламласа çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, телей сунатпăр. Çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма Турă вăрăм кун-çул патăр ăна.
К.Романова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев