Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Зураб Церетели куравӗ Хусанта уçăлчӗ

Ăна СССР тата РФ халăх художникӗн, РФ Ӳнер академийӗн президенчӗн 90 çулхи юбилейне халалланă

Хӗллен юлашки кунӗнче фвралӗн 29-мӗшӗнче «Зураб Церетели. Гений современности» ятпа уçăлчӗ курав. Тутарстан ӳнер искусствисен музейӗн Хальхи вăхăтри искусствăн галерейинче ӗçлеме пуçларӗ вăл. Тӗнчипе паллă ӳнерçӗн, скульпторăн 120 ӗçне илсе килнӗ Хусана. Зураб Церетели питӗ паллă ӳнерçӗ пулсан та Хусанта унăн персональнăй куравӗ пӗрремӗш хут иртет. Ăна СССР тата РФ халăх художникӗн, РФ Ӳнер академийӗн президенчӗн 90 çулхи юбилейне халалланă.

Зураб Константинович Церетели 1934 çулхи январӗн 4-мӗшӗнче Тбилисире çуралнă. Унăн скульптурисенчен чылайăшӗ çӳллӗшӗпе питӗ пысăк пулнине палăртмалла. Хусанта т унăн ӗçӗ пур — М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗ çывăхӗнчиифонтан умӗнче Рудольф Нуреев скульптури. 2018 çулта ăна уçнă çӗрте автор хăй те пулнă. 

Экспозицие живописьпе скульптра кăна мар, шелкографи те тăратнă.

Зураб Церетнли ӗçӗсене пӗр енлӗн хаклам çук. Ытарлăн, притчăсенчен илнӗ сюжетсемпе анлăн усă курса çырнă картинăсем нумай куравра. ка 
Курав майăн 12—мӗшӗччен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» иа архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура