Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

2024 çулта шулӗксем Раççей гражданӗсен 250–300 миллиард тенкине вăрланă

Статистика тăрăх, шулӗксен аллине ытларах хӗрарăмсемпе ват çынсем çакланаççӗ. Мессенджерсемпе телефон урлă улталанă тӗслӗхсем Тутарстанра та йышлă. Çынсене банк, полици, ФСБ тата ытти ведомство ятӗнчен шăнкăравласа çаратаççӗ. Ултав схемисем куллен тенӗ пек çӗнелсе тăнипе ТР Шалти ӗçсен министерстви палламан номертен шăнкăравласан вуçех тытмалла маррине е калаçу пуçармасăрах телефона пăрахмаллине асăрхаттарать.

СВО валли банк взнос тӳлеттермест

Юлашки вăхăтра граждансен электронлă почтине банк ятӗнчен уйăхсерен «СВО валли взнос» илекен услуга ӗçлеме тытăнни пирки хыпарлакан çырусем яма тытăннă. Мобильлӗ банкри çак услугăна вӗсем янă ссылкăпа кӗрсе сӳнтерме пулать имӗш.

Тутарстан прокуратури кун пек тӗслӗхсем республикăра нумайланнине кура граждансене тимлӗ пулма асăрхаттарать. Пӗрремӗшӗнчен, СВО валли пӗр банк та взнос пуçтармасть, иккӗмӗшӗнчен, кун пек çырусенчи ссылкăсенче шутри укçана хывакан е телефон хуçин даннăйӗсене вăрлакан вируслă программăсем пытаннă. Çавăнпа кун йышши çырусенчи ссылкăсене нихăçан та уçмалла мар. Информацие банк картти хыçӗнче кăтартнă «хӗрӳ лини» телефонӗпе шăнкăравласа е çывăхри банк уйрăмне кӗрсе тӗрӗслемелле.

Чистай хӗрарăмне хăратса кредит илтернӗ

 Чистайри полици сотрудникӗсем 64-ри хӗрарăма улталанă шулӗксене шыраççӗ. Малтан ăна пӗр хӗр Росфинмониторинг ятӗнчен шăнкăравласа Украина арçынни çине генеральнăй доверенность тутарнине пӗлнине хыпарланă. Çав çын çинчен ыйтса пӗлнӗ. Хӗрарăм нимӗнле Украина çыннине те пӗлменнине каласан телефонне пăрахнă. Унтан ФСБ сотрудникӗ ятӗнчен арçын шăнкăравланă. Вӗсен калаçăвне кама та пулсан пӗлтерсен тата ФСБна пулăшма килӗшмесен террористсемпе çыхăннăшăн явап тыттарассипе хăратнă. Доверенность тутарнă хайхи Украина çынни ун ячӗпе кредитсем илесшӗн имӗш. Çавăнпа унăн хăвăрт кăна çӗнӗ кредитсем илсе вăл калакан шут çине куçармалла иккен. Хӗрарăм малтан пухăннă хăйӗн 290 000 тенкине, унтан икӗ банкран кредитсем илсе (пурӗ 860 000 тенкӗ) куçарнă. Кунпа кăна лăпланман-ха лешсем, ытти банксенчен тата кредитсем илме хистенӗ. «Почта банк» уйрăмӗн кассирӗ: «Сире шулӗксем шăнкăравлаççӗ-им?» – тесе ыйтсан тин хăйне улталанине ăнланса илнӗ хӗрарăм.

Кашни пӗлӗш  юлташ мар

Агрызри 1986 çулхи арçын банк карттинчи 330 000 тенкӗ ытла укçи çухалнипе полицие пулăшу ыйтса килнӗ. Пӗр кун маларах кăна юлташӗсем урлă паллашнă çынпа эрех ӗçнӗ иккен вăл. Ӳсӗрӗлсе çывăрса кайсан лешӗ телефонӗнчи мобильлӗ банкне кӗрсе мӗнпур укçине хăй картти çине куçарса хунă. Укçасăр юлнине арçын темиçе кунран тин, кухня гарнитурне туяннă чух, сиснӗ. Вăрă инçе тарайман, оперативлă шырав хăвăрт тытнă. Вăл 1995 çулхи Ижевск çынни пулнă иккен.

Укçине куçарнă – машини килмен 

Лениногорскри 32-ри арçынна та шăнман пăр çине лартса хăварнă. Интернетри пӗр сайтра хăйне çырлахтаракан хакпа машина сутнине (таможня пошлинипе пӗрле 950 000 тенкӗ) курсан туянма шутланă. Пӗлтерӳре кăтартнă телефонпа шăнкăравласа «сутуçăпа» çыхăннă хыççăн хайхин шучӗ çине укçине пӗтӗмпех куçарнă. Анчах «сутуçă» тепӗр темиçе кунран шăнкăравласа машинăн штрафӗсем нумаййипе таможньăран ирттерменнине пӗлтернӗ. Çавăнпа штрафăн пӗр пайне тӳлемелле-мӗн унăн. Арçын ку сӗнӳпе те килӗшнӗ. Кăштахран штрафăн юлнă пайне те тӳлеме ыйтсан тин шулӗксен аллине çакланнине тавçăрса илнӗ, шел – кая юлса. 1,5 миллион тенкӗлӗх шар курнă вăл. 

Электросчетчикӗ 393 пин тенке ларнă 

Çырчаллинче пурăнакан 61-ти хӗрарăма нумай пулмасть каç енне такам шăнкăравласа электросчетчика улăштарассине пӗлтернӗ. Черете тăратмашкăн унăн телефон çине килекен кода каламалла иккен. Хӗрарăм иккӗленмен, анчах кăшт вăхăт иртсен Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне такамсем çӗмӗрнине асăрханă. Тепӗр кун ăна банк сотрудникӗн ятӗнчен хӗр шăнкăравласа такамсем Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинетне çӗмӗрнине, ун ячӗпе кредитсем илнине каланă. Кредит даннăйӗсене пăрахăçламашкăн унăн васкавлăн кредит тата пухăннă хăйӗн укçисене «хăрушсăр шут» çине куçармалла иккен. Мӗнпур укçа пӗр-икӗ кунран каялла таврăнать тесе ӗнентернӗ. Пухăннă укçине çухатасран хăраса ӳкнӗ хӗрарăм пӗр иккӗленмесӗр хайхисем мӗн каланине пурнăçлама тытăннă. Малтан хăйӗн укçине, унтан икӗ банкран илнӗ кредитне куçарнă. Укçине вара палăртнă кунра та, кайран та тавăракан пулман. Çапла майпа 393 пин тенкӗлӗх шар курнă.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники