77 пин шкул ачи финанс пӗлӳлӗхӗн олимпиадине хутшăннă
Тутарстанра ачасен хушшинче финанс темипе кăсăкланасси ӳссех пынине Пӗтӗм Раççейри онлайн-олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсем çирӗплетнӗ. Унта çӗршывӗпех пурӗ 3,1 миллион шкул ачи хутшăннă.
Хутшăнакансем укçа-тенкӗ пӗлӗвӗн хăнăхăвӗсене тӗрӗсленӗ: ултавçăсен чеелӗхне палласа илме, хăрушлăхсене хаклама тата укçапа пӗлсе усă курма вӗреннӗ. Кăçал олимпиадăна шкул çулне çитмен ачасем те пӗрремӗш хут хутшăннă.
Кăçал олимпиадăна Тутарстанран хутшăнакансен йышӗ 24 процента ӳснӗ, çакă пирӗн республикăри вӗренекенсен хушшинче финанс пӗлӗвӗпе кăсăкланасси ӳснине пӗлтерет.
Çӗшывӗпех хутшăнакансем укçана мӗнле тӗрӗс пухмалли заданисене лайăх пурнăçланă: ачасен 81 проценчӗ ыйтусем çине тӗрӗс хуравланă. Чи кăткăсси – страховани ăнланăвне тата логика шухăшлавне тӗрӗслекен задани пулнă. Ăна хутшăнакансен 14 проценчӗ кăна тӗрӗс тунă.
Олимпиадăна «Эффективная и конкурентная экономика» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Раççей Банкӗ, «Национальные приоритеты» АНО, Раççей Финанс тата Экономика аталанăвӗн министерствисем, çавăн пекех Учи.ру вӗренӳ платформи йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев