Çулталăк пуçланнăранпа 20 суя укçа тупнă
Кăçал январь-март уйăхӗсенче Раççейӗн 20 суя укçине тупса палăртнă. Вӗсенчен ытларахăшӗ – малтанхи пекех 5000 тенкӗлӗх (13 штук) банкнотсем. Çавăн пекех 1000 тенкӗлӗх тăватă тата 500, 100 тата 50 тенкӗлӗх пӗрер суя укçана тупнă.
Унсăр пуçне 2026 çулхи пӗрремӗш кварталта ют патшалăхăн виçӗ суя хут укçине тупса палăртнă: АПШ 100 долларлăх икӗ банкнотине тата 50 долларлăх пӗр банкнота.
Банкнотсен чăнлăхӗн паллисем çинчен калакан информацие Раççей Банкӗн официаллă сайтӗнче «Наличное денежное обращение» уйрăмра «Банкноты Банка России» тӳлевсӗр мобильлӗ приложенире вырнаçтарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев