Карттăна илнӗ чухне банкпа тунă килӗшӗве тимлӗ пăхса тухмалла, мӗншӗн тесен унта тӳлев кая юлса килнипе çыхăннă вăрттăн условисем пулма пултараççӗ. Кун пирки «Татар-информа» экономика енӗпе ӗçлекен специалист Михаил Беляев пӗлтернӗ.
«Калăпăр, сирӗн кредит карттипе кашни уйăхăн 21-мӗшӗччен обязательнăй тӳлев пулмалла. Эсир тӳлеве шăпах 21-мӗшӗнче шут çине хуратăр. Анчах укçа-тенке уйăхăн 23-24-мӗшӗсенче кăна çитме пултарать. Кун пек чухне банк сире тӳлев кая юлса килнӗ тесе хушса тӳлеттерме пултарать», – асăрхаттарнă финанс аналитикӗ.
Асра тытмалла, парăма татма хывнă укçа-тенке шут çине тӳрех килмест, тӳленӗ хыççăн ик-виç кун та иртме пултарать.
Нет комментариев