Перекетленӗ укçана хӳтелес тесен шаннă çынна палăртмалла
Республикăра банк шучӗсене ултавçăсенчен хӳтӗлемелли çӗнӗ меслет ӗçлеме пуçланă.
Халӗ Тутарстанра пурăнакансем «вторая рука» сервиспа усă курма пултараççӗ. Мел шаннă çынна укçа-тенкӗ шучӗпе çыхăннă операцисене тӗрӗслесе тăма, кирлӗ пулсан вӗсене чарма май парать. Кун пирки Раççей Федерацийӗн Наци банкӗн Тутарстанри Атăл-Вятка уйрăмӗн управляющийӗн çумӗ Нурания Хайруллина «Татар-информ» пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Çӗнӗлӗх телефон аферисчӗсен аллине лекекен ватăсемшӗн уйрăмах усăллă. Ашшӗ-амăшне хăйсен çула çитмен ачисен куçарăвӗсене тӗрӗслесе тăма та пулăшать. Вӗсем усал шухăшлă çынсем явăçтарнипе дропперсен вăрттăн ӗçне (вăрланă укçана хăйсен шучӗсем çине куçарттараççӗ) час-часах сиенне ăнланмасăр хутшăнаççӗ.
Сервиспа усă курса банк клиенчӗ шаннă çынна палăртать. Операци (сăмахран, пысăк куçару е укçа илни) контролера шанчăксăр пек туйăнсан, вăл ăна чарма пултарать. Анчах унăн шутсем çине кӗме, хăй тӗллӗн мӗнле те пулин операци тума ирӗк çук. Тӗрӗслев параметрӗсене – мӗнле списани тата мӗнле суммăна куçарма пултарнине çын хăй палăртать. Операцие шаннă çынăн 12 сехет хушшинче ырламалла, вăл килешмесен банк шанчăксăр операцие тумасть.
Енчен те клиент шухăшне улăштарса тӗрӗслеве сӳнтересшӗн пулсан, банк ăна 24 сехетрен тин йышăнать. Кун пек тăхтав ултавçăсен витӗмӗпе сервиса сӳнтерес хăрушлăха чакарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев