Сувар

г. Казань

16+
Финанс пӗлӳлӗхӗ

Тутарстанра пурăнакансем ытларах çулçӳревсене кайма пуçланă

Раççей Банкӗ хатӗрленӗ «Регионти экономика: ГУ комментарийӗсем» çӗнӗ докладӗнче апрель-май уйăхӗсенче Тутарстанра пурăнакансен укçа-тенкӗпе урăхларах усă курма пуçланă.

Чылайăшӗ шопинг тăкакӗсене чакарнă, суту-илӳ центрӗсене сайрарах çӳреме пуçланă, сутуçăсем тавар илекенсен чакнине  палăртаççӗ. Çакă тăкаксене перекетлессипе тата улăштарасипе çыхăннă.

Строительство материалӗсем, сӗтел-пукан тата килти техника туянасси те палăрмаллах чакнă. Тен, ку юсав сезонӗ вӗçленнипе тата пысăк тăкаксене асăрханарах тунипе çыхăннă.

Юлашки вăхăтра çулçӳревсемпе кăсăкланни ӳсни палăрать республикăра. Турфирмăсем май уявӗсенче канакансен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан чылай ӳснине палăртаççӗ. Республикăра пурăнакансем япаласем çине мар, кану çине укçа хывма юратаççӗ.

Таварсем илессине чакарсан та халăх кафесемпе ресторансене çӳреме пăрахман. Ку ӳсӗме туристсем нумай пулни те пысăк витӗм кӳнӗ.  

Тутарстансем кредит илме мар, укçа пухма тăрăшаççӗ. Вкладсем пысăк ставкăллă пулни укçа-тенке перекетлеме пулăшать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: финансовая грамотность #ПотребительскиеТренды #Экономика #БанкРоссии #Путешествия