250 пинмӗш сертификата Хусанта параççӗ
Тутарстанри иккӗмӗш е ытларах ача çуратнăшăн (е усрава илнӗшӗн) парăнакан 250 пинмӗш сертификатăн хуçи районтан е ытти хуларан пулсан, илмешкӗн Хусанах килме тӳр килет. Çак çемьене уйрăммăн чыслама хатӗрленет республика. Кун çинчен паян «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗн çумӗ Асия Валиуллина пӗлтерчӗ. Çак...
Тутарстанри иккӗмӗш е ытларах ача çуратнăшăн (е усрава илнӗшӗн) парăнакан 250 пинмӗш сертификатăн хуçи районтан е ытти хуларан пулсан, илмешкӗн Хусанах килме тӳр килет. Çак çемьене уйрăммăн чыслама хатӗрленет республика. Кун çинчен паян «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире РФ Пенси фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн управляющийӗн çумӗ Асия Валиуллина пӗлтерчӗ.
Çак телейлӗ çын кам пуласси хальлӗхе паллă мар-ха, çавăнпа, аннесем, сертификат илмешкӗн документсене Пенси фондне кайса парассине вăраха ан тăсăр. Аса илтеретпӗр, РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, амăш капиталӗн программине 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăснă. Çавăнпа ăна илес тесен, çемьери иккӗмӗш е виççӗмӗш ача 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен çуралмалла (е усрава илӗнмелле). Амăш капиталӗн сумми 2018 çулта - 453 026 тенкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев