Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

5-ри ача Атăла чăмнă.. машинăпа

Кăнтăрла хыççăн 4-мӗш сехетре ашшӗ курман чух пиллӗкри ача «Лада» çăмăл машинăна кӗрсе ларнă та, хускатса Атăлах чăмнă...

Июнӗн 12-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнчи Щурячий çурма утравра пулнă инкекре айăплине шырани халь тин вырăнсăр, пурпӗр нимӗнпе те пулăшма çук. Юханшыв юнашарах пулнине асра тытса ашшӗ-амăшӗн тимлӗрех пулмаллаччӗ пек те...

Кăнтăрла хыççăн 4-мӗш сехетре ашшӗ курман чух пиллӗкри ача «Лада» çăмăл машинăна кӗрсе ларнă та, хускатса Атăлах чăмнă. Трагеди пулнă вырăна çăлавçăсен оперативлă ушкăнӗ самантрах çитнӗ. Водолазсем тӳрех Атăл тӗпне тӗрӗсленӗ. Путнă машинăна çырантан 10 метрта тупнă. Водолазсем малтан салонри ачан виллине кăларнă, кайран тин машинăна. ( ТР МЧС сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев