Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

9 çын çунса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ача

Пушкăртстанри Бирский районӗнчи Угузево ялӗнче кӗçӗр питӗ пысăк инкек пулнă, пӗлтерет «Интерфакс». Мансардăллă, 7х8 пысăкăш йывăç çуртра çӗрле 00:24 сехетре тухнă пушарта 9 çын, вӗсенчен 5-шӗ ача, çунса вилнӗ. Пушарăн сăлтавӗ те, пӳртри çынсенчен мӗншӗн никам та тухайманни те хальлӗхе паллă мар-ха. Вырăнта следовательсем ӗçлеççӗ. МЧС ПУ пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх,...

Пушкăртстанри Бирский районӗнчи Угузево ялӗнче кӗçӗр питӗ пысăк инкек пулнă, пӗлтерет «Интерфакс». Мансардăллă, 7х8 пысăкăш йывăç çуртра çӗрле 00:24 сехетре тухнă пушарта 9 çын, вӗсенчен 5-шӗ ача, çунса вилнӗ. Пушарăн сăлтавӗ те, пӳртри çынсенчен мӗншӗн никам та тухайманни те хальлӗхе паллă мар-ха. Вырăнта следовательсем ӗçлеççӗ.

МЧС ПУ пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пушара ирхине 4.22 сехетре кăна сӳнтерейнӗ. Кунсăр пуçне тата виçӗ çын сиенленни те паллă, вӗсене больницăна ăсатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев