90-мӗш çулсем таврăнчӗç тейӗн
Январӗн 19-мӗшӗнче Хусанта пусахласа укçа илекен икӗ Саратов çыннине тытса чарнă. Йӗрке хуралçисем палăртнă тăрăх, 2017 çулхи март уйăхӗнченпе çак преступниксен ушкăнӗ Хусанти пӗр организацин ертӳçисенчен вӗлерессипе, вăрласа каяссипе тата СПИД ертессипе хăратса 20 миллион тенкӗ укçа пусахласа илнӗ. Хăйсем шӳтлеменнине вара хăрушă видеосем кăтартса ӗнентерсех тăнă. Илнӗ сумма та...
Январӗн 19-мӗшӗнче Хусанта пусахласа укçа илекен икӗ Саратов çыннине тытса чарнă. Йӗрке хуралçисем палăртнă тăрăх, 2017 çулхи март уйăхӗнченпе çак преступниксен ушкăнӗ Хусанти пӗр организацин ертӳçисенчен вӗлерессипе, вăрласа каяссипе тата СПИД ертессипе хăратса 20 миллион тенкӗ укçа пусахласа илнӗ. Хăйсем шӳтлеменнине вара хăрушă видеосем кăтартса ӗнентерсех тăнă. Илнӗ сумма та çителӗксӗр пек туйăннă ахăр тата 15 миллион тенкӗ пама ыйтнă.
Анчах та предпринимательсем хальхинче кун çинчен йӗрке хуралçисене пӗлтернӗ. Январӗн 19-мӗшӗнче Горьковское шоссе çывăхӗнчи Суту-илӳ центрӗ патне укçа илме икӗ арçын килнӗ. Предприниматель укçана парсанах пӗрне йӗрке хуралçисем ярса та тытнă. Преступниксен ушкăнӗн 35-ри ертӳçи çакна асăрхасанах хăйӗн машинипе вырăнтан тарса пытанма хăтланнă, СОБР сотрудникне çаклатса 50 метрах сӗтӗрсе кайнине çине те тимлӗх уйăрман.
Росгварди ӗçченӗ пăшалпа пӗрсе амантсан та вырăнтан çухалма пултарнă-ха вăл, анчах пурпӗр тарайман. Машинин çулне Залесныйӗнчи суту-илӳ центрӗ патӗнче пӳлнӗ. Хăйне тытса чарнă, хальхи вăхăтра больницăра. Йӗрке хуралçисем пӗлтернӗ тăрăх, арçын маларах та пӗрре мар судпа айăпланнă-мӗн.
Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать, ушкăнри ытти престпуниксене шыраççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев