Акăш кӳлли типмест, мӗншӗн тесен типме памаççӗ
Çакăн пек хитре ят панă Хусан хăнисене вăрман варринче кӗтсе илекен хитре кӳлле. Чăн та, юлашки вăхăтра вăл кӳлле мар, ытларах лупашкана кăна аса илтеретчӗ. Халăх каланă тăрăх, тепӗр темиçе çухрăмра хăйăр илекен карьера шыв тарнипе типсе пырать-мӗн вăл. Паллах, Акăш кӳллине типме памӗç. Çак тӗллевпе кунта кăçал экореабилитаци ӗçӗсем...
Çакăн пек хитре ят панă Хусан хăнисене вăрман варринче кӗтсе илекен хитре кӳлле. Чăн та, юлашки вăхăтра вăл кӳлле мар, ытларах лупашкана кăна аса илтеретчӗ. Халăх каланă тăрăх, тепӗр темиçе çухрăмра хăйăр илекен карьера шыв тарнипе типсе пырать-мӗн вăл.
Паллах, Акăш кӳллине типме памӗç. Çак тӗллевпе кунта кăçал экореабилитаци ӗçӗсем ирттерсе 1,5 çухрăм пăрăх тăснă. Планра палăртнă пекех, хӗл лариччен вӗçлерӗç ăна. Паян Изумрудное кӳлӗрен (халăхра кӗскен Карьер) шыв уçлама пуçлас церемоние ТР Премьер-министрӗ А. Песошин, ТР Президенчӗн пулăшуçи Н.Фишман, Хусан мэрӗ И.Метшин, «Татмелиораци» УАО генеральнăй директорӗ А.Зарипов хутшăнчӗç.
Виçӗ кӳлӗрен (Аслă, Кӗçӗн тата Вăтам) тăракан Акăш кӳллине шывпа тултарас тесен 160 кВт хăватлă насус 120 кун талăкӗпех ӗçлемелле. Насус станцине тӗпрен юсама - 22 миллион, пӗтӗмӗшле экореабилитаци ирттерме 250 миллион тенкӗ тăкакланă. Паллах, кӳлле шыв тултарни вăл çур ӗç кăна-ха, малалла ун таврашне хăтлăх кӗртмелле, Н.Фишман команди унăн проектне хатӗрленӗ те ӗнтӗ, ӗçе кăна пуçăнмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев