Ăмăртура – «вăрман» специалисчӗсем!
Вăрманçăн вăрман лартмалла, касмалла, пушар тухас пулсан вăхăтра сӳнтермелле, тата ытти те. Сахал мар вӗсен ӗçӗ, пысăк ăсталăх ыйтать ку професси. Паллă ӗнтӗ, ытти сферăри пекех, лайăх «вăрман» специалисчӗ ылтăнран хаклă. Кукмор районӗнчи Лубянск вăрманпа техника колледжӗн студенчӗсем хальхи вăхăтра хӗрсех вăрманçăсен ăмăртăвне хатӗрленнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Мероприяти октябрӗн 10-13-мӗшӗсенче...
Вăрманçăн вăрман лартмалла, касмалла, пушар тухас пулсан вăхăтра сӳнтермелле, тата ытти те. Сахал мар вӗсен ӗçӗ, пысăк ăсталăх ыйтать ку професси. Паллă ӗнтӗ, ытти сферăри пекех, лайăх «вăрман» специалисчӗ ылтăнран хаклă. Кукмор районӗнчи Лубянск вăрманпа техника колледжӗн студенчӗсем хальхи вăхăтра хӗрсех вăрманçăсен ăмăртăвне хатӗрленнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Мероприяти октябрӗн 10-13-мӗшӗсенче Киров облаçӗнчи Сувод вăрман техникумӗнче иртет. Тутарстан чысне вара пӗлтӗрхи пекех кăçал та кукморсем хӳтӗлӗç.
Аса илтеретпӗр, ăмăртăва Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентстви «вăрман» специальноçӗсен вӗрентӳ пахалăхне ӳстересси.
Унта хутшăнакансем темиçе тапхăрпа ăмăртса хăйсене мӗн вӗрентнине ӗçпе кăтартаççӗ: вăрманта тухнă пушара (имитаци) сӳнтереççӗ, патшалăх вăрман контролӗ пулаççӗ, вăрманта йӗркене пăснисем енӗпе протокол çыраççӗ, йывăç йăвантараççӗ, вăрман лартаççӗ, каснă вăрмана тасатаççӗ.
Пӗлтӗр Кукмор районӗнчи вăрманпа техника колледжӗн команди çак ăмăртура Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчи 19 команда хушшинче иккӗмӗш вырăн йышăннăччӗ. Кăçал вара пулас вăрманçăсем çӗнтерӳпе таврăнма тӗллев лартнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев