Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Асăрхаттарнипех коррупцие çӗнтерме çук

(Ирина Трифонова).Паянхи кун чи пӗчӗк ялти ача сачӗн сайтне уçсан та сулахайра çырнă ӗçсемпе услугăсен, ытти темăсен колонкинче «Коррупцие хирӗç тăни» пункт пур. Çавна кура çӗршывӗпех коррупцие хирӗç кӗрешетпӗр апла, унăн тӗсӗ-пуçӗ те пулмалла мар пек. Çук çав. Çӗршыв, республика ертӳçисен çумӗнче коррупцие хирӗç политика ыйтăвӗсемпе секторсемпе комитетсем йӗркелесе пӗтернӗ....

(Ирина Трифонова).Паянхи кун чи пӗчӗк ялти ача сачӗн сайтне уçсан та сулахайра çырнă ӗçсемпе услугăсен, ытти темăсен колонкинче «Коррупцие хирӗç тăни» пункт пур. Çавна кура çӗршывӗпех коррупцие хирӗç кӗрешетпӗр апла, унăн тӗсӗ-пуçӗ те пулмалла мар пек. Çук çав. Çӗршыв, республика ертӳçисен çумӗнче коррупцие хирӗç политика ыйтăвӗсемпе секторсемпе комитетсем йӗркелесе пӗтернӗ. Усси? Чиновниксен шутне ӳстерни тата бюджетран вӗсене тытса тăма укçа тăкни кăна. Мӗншӗн тесен хальлӗхе коррупци шайӗ чакнине курмстăп-ха, пачах та урăхла - ешерсе кăна пырать. Ман шутпа, комитетсемпе секторсем йӗркеленин ячӗ çеç. «Пăхăр-ха, эпир коррупцие хирӗç, унпа кӗрешетпӗр, ятарлă органсем те пур, ӗçлетпӗр», - тени ултав пек илтӗнет. «Аллинчен тыттармасан, чиновник илмест», - теме те вăтанмаççӗ тата. Кунта та эпир хамăрах айăплă иккен, чиновник таса та айăпсăр. Нумай пулмасть, ак, депутатсем хăйсен тупăшне кăтартса декларацисем пачӗç. Халӗ вӗсене пикенсех тӗрӗслеççӗ. Мӗн пур тупăша кăтартман пулсан мӗн тăваççӗ тетӗр? Каласан йăванса каяттăм - нумай чухне ку улталаса кăтартманни мар тет, техника йăнăшӗпе деклараци тӗрӗс мар. Депутат йăнăшнă иккен «кăштах», мӗскӗн. Чăннипех те суйнă пулсан мӗнлерех явап тыттараççӗ-ха вӗсене? Пурӗ те - асăрхаттараççӗ тата выговор параççӗ. Ахаль çынна пӗчӗк кăлтăкшăнах тӗрмере çӗртме хатӗр. Мӗн тăвас тетӗн законне хăйсем çыраççӗ пулсан?

Декларацие йăнăшпа тултарнăшăн Тутарстан Республикин пӗр вице-премьерне явап тыттарнă, ӗнтӗ асăрхаттарнă. Ӗçленине кăтартмалла вӗт. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Президенчӗн коррупцие хирӗçле политикин ыйтăвӗсемпе управленийӗн заведующийӗ Салават Рахимов пӗлтерчӗ. Анчах хушаматне темле ыйтсан та каламарӗ. Апла çав çын хăй вырăнӗнчех лăпкăн ӗçлет, хăйсем хушшинче татса панă. Салават Фоатович ирӗклӗ çын мар ӗнтӗ, каласан ӗçне çухатасран хăрать. Кулăшла та коррупцие хирӗç ӗçлекен чиновник хăй те çав лаврах. Ун сăмахӗсемпе республикăра ертӳçӗ тытăмӗнчен пӗтӗмпе 9 çынна асăрхаттарнă. Лешсем техника йăнăшӗпе пулнă тесе çăлăнса юлнă. Пӗлтӗр пурӗ 70 служащие явап тыттарнă, çавсенчен 25-шӗ муниципаллă йӗркеленӳсемпе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем.

Ку çулта апрелӗн 30-мӗшӗччен 956 муниципаллă йӗркеленӗвӗн 7986 депутачӗ деклараци памалла. Шанас килет, документа тултарнă чухне тимлӗрех пуласса, техника йăнăшӗсем кайма пултараççӗ атту. Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев