Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аш-какай, сӗт-çу... интернетра е Тутарстанра электронлă ярмăркка

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»). Тутарстан халăха электронлă çыхăнупа тивӗçтернӗ чи лайăх регионсен йышӗнче. Çавăнпа ял хуçалăхӗ те интернетра пулнинчен тӗлӗнмелли çук пуль. Республика халăхне хамăр регионта туса кăларакан, экологи енчен паха продукципе (сӗт-çу, аш-какай тата ытти те) тивӗçтерес, производителе хăйӗн продукцине сутма çăмăл мелсем туса парас тӗллевпе ТР Президенчӗ Р....

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»). Тутарстан халăха электронлă çыхăнупа тивӗçтернӗ чи лайăх регионсен йышӗнче. Çавăнпа ял хуçалăхӗ те интернетра пулнинчен тӗлӗнмелли çук пуль. Республика халăхне хамăр регионта туса кăларакан, экологи енчен паха продукципе (сӗт-çу, аш-какай тата ытти те) тивӗçтерес, производителе хăйӗн продукцине сутма çăмăл мелсем туса парас тӗллевпе ТР Президенчӗ Р. Минниханов хушнипе пӗлтӗр «Электронлă ярмăркка» интернет-проект йӗркеленӗ. Çапла вара туянакансем халӗ килтен тухмасăрах хăйсене кирлӗ продукципе http://ярмарка16.рф. сайтра паллашма, хаксене танлаштарса йӳнӗреххине туянма пултараççӗ.

Сайт ӗçлеме пуçлани уйăха яхăн кăна пулсан та унта Тутарстанри 200 ытла производитель, ытларах фермерсем, хуçалăхсем регистрациленнӗ те ӗнтӗ. Çапла вара электронлă площадка ял хуçалăх производителӗсене пасарти арендăшăн, сутуçуçă тытнăшăн, ытти тăкаксене перекетлеме май парать.

ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин апат-çимӗç рынокне аталантаракан уйрăмӗн ертӳçи Р. Сулейманов паян «Татар-информ» ИАра журналистсемпе тӗл пулсан, çак сайтра пысăк хуçалăхсемпе фермерсем кăна мар, харпăр хуçалăхсем те регистрациленсе хăйсен продукцине вырнаçтарма пултарнине каларӗ. Сайт чăнах та меллӗ, ансат, унпа кашни çын çăмăллăнах усă куртăр тесе электронлă адресне те вырăслах хатӗрленӗ - http://ярмарка16.рф. Сăмах май, мобильлӗ версийӗ те пур.

Продукци пирки калас пулсан, ăна суйлама çав тери çăмăл, мӗншӗн тесен кашни апат-çимӗçӗн хăйне уйрăм категорийӗ. Туянакан сайтрах сутаканăн ӗçӗпе те паллашма пултарать, производитель унта хăйӗн хуçалăхӗ, продукцийӗ, пахалăхӗ çинчен тулли информаци вырнаçтарать. Туянакан вара хăй туяннă ку е вăл продукци çинчен комментари хăварма пултарать. Çапла вара производитель хăйӗн ят-сумне ярас мар тесен (ку енчен интернет хăвăрт ӗçлет), туянакана чăнах та паха продукци кăна сутма тивет.

Хака та унăн хăйӗн палăртма ирӗк пур. Чăн та, интернетра туянаканăн хаксене танлаштармалли майӗсем нумай пулнăран сутуçă продукци хакне ытла хаклатса ярайманни те паллă. Сайта йӗркелекенсен сăмахӗсем тăрăх, электронлă ярмăрккăсем, тӗпрен илсен, ахаль ярмăркка принципӗпех ӗçлеççӗ. Урăхла каласан, сутаканпа туянакан хак, продукцие кӳресси е пырса илесси пирки хăйсем калаçса татăлма пултараççӗ. Электронлă ярмăркка хулара пурăнакансемшӗн уйрăмах меллӗ. Калăпăр, аш-какай, сӗт, çăмарта пек продукцие лавккаран мар, ӳлӗмрен канмалли кунсенче яла хăнана кайсан çула май унтанах туянса килме май пур. Производитель вара туянакана çухатас мар тесе лайăхран та лайăх продукци хатӗрлеме тăрăшӗ.

Хальхи вăхăтра сайтра сӗннӗ 133 продукцирен чи нумаййи аш-какай, сӗт иккен. Сезона кура ассортимент тата пуянланасси куçкӗрет. Çапла вара тутарстансемшӗн «хамăрăнне туян» текен каларăш халӗ кулленхи пурнăçра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев