Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Атăл урлă каçайман

Шыв вăл пӗрре пăхма кăна лăпкă курăнать, хамăр асăрханмасан инкек пуласси инçе мар. Иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче пулнă трагедисен сăлтавӗ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тата ишме пӗлмесӗр шыва кӗни пулсан, Ульяновск облаçӗнчи инкек ку сăлтавсемпе пӗрре те çыхăнман. Кунта çак кунсенче «Çырансене пӗрлештерсе» Атăл урлă пурте пӗрле ишессипе ăмăртура Тутарстан...

Шыв вăл пӗрре пăхма кăна лăпкă курăнать, хамăр асăрханмасан инкек пуласси инçе мар. Иртнӗ канмалли кунсенче республикăри шыв-шурсенче пулнă трагедисен сăлтавӗ хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тата ишме пӗлмесӗр шыва кӗни пулсан, Ульяновск облаçӗнчи инкек ку сăлтавсемпе пӗрре те çыхăнман. Кунта çак кунсенче «Çырансене пӗрлештерсе» Атăл урлă пурте пӗрле ишессипе ăмăртура Тутарстан спортсменӗ вилнине хыпарлать «Татар-информ» ИА Ульяновск облаçӗн Следстви комитечӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. 28 çулти спортсмена ишнӗ чухне тăрук япăх пулса кайнă. Ăна çырана тухсан медицина пулăшăвӗ те панă, анчах пурпӗр çăлса хăварайман. Инкекӗн сăлтавне хальхи вăхăтра следовательсем тӗпчеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев