Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Банк кризисне çакланнă усламçăсем валли тӗрев пур

Татфондбанкра тата ИнтехБанкра счет уçса укçисене тытнă 987 усламçă ТР Экономика министерствине заявлени çырнă. Вӗсенчен пилӗкçӗре яхăн предприниматель льготăллă условисенче микрозайм илесшӗн. Çакăн çинчен ӗнер ТР экономика министрӗ Артем Здунов журналистсене пӗлтерчӗ. Министр каланă тăрăх, ӗçне чарнă банксен клиенчӗсем - предпринимательсем валли «хӗрӳ лини» уяв кунӗсенче те штатлă режимпа (8.00-20.00)...

Татфондбанкра тата ИнтехБанкра счет уçса укçисене тытнă 987 усламçă ТР Экономика министерствине заявлени çырнă. Вӗсенчен пилӗкçӗре яхăн предприниматель льготăллă условисенче микрозайм илесшӗн. Çакăн çинчен ӗнер ТР экономика министрӗ Артем Здунов журналистсене пӗлтерчӗ.

Министр каланă тăрăх, ӗçне чарнă банксен клиенчӗсем - предпринимательсем валли «хӗрӳ лини» уяв кунӗсенче те штатлă режимпа (8.00-20.00) ӗçлет: Усламçăсем унта (843) 524-90-90 телефонпа шăнкăравлама пултараççӗ.

Паянхи куна «Тутарстан Республикинчи усламçăсене тӗрев паракан фонда» микрозайм илме 74 заявка панă. Укçа хисепне куçарсан çакă пурӗ 137,06 миллион тенке таять.

Ятарлă «Стабильность» программăпа микрозайм илме кирлӗ документсен перечнӗпе ТР Экономика министерствин сайтӗнче (mert.tatarstan.ru) тата ТР Усламçăсене тӗрев паракан фонд сайтӗнче (fpprt.ru) паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев